Электричествăпа тимлĕ пулăр
Вут-çулăм тухнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курни, йĕркене пăхăнманни. Электрооборудованипе электропроводкăсем яланах юсавлă пулмалла, вĕсене пăхса, тĕрĕслесех тăмалла. Кăлтăка асăрхасассăн çийĕнчех ылмаштармалла е юсамалла. Килтен тухса кайнă чухне электроприборсене розеткăсенчен кăларса хăварма ан манăр. Сăмахран, электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курнипе 2014 çулта районта 8 пушар тухнă, пурлăх çунса кĕлленнĕ. Февралĕн 9-мĕшĕнче "Перекресток" кафере те вут-çулăм алхасрĕ. Кафе çурчĕ çунса кайнипе пĕрлех унти пурлăх та кĕлленнĕ. Çавăнпа та тимлĕх пирки ан манăр. Пушар тухнине асăрхасассăнах "112" телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр.