Вăхăтра сипленни паха
Глаукома (грек. - тинĕс хумĕ тĕслĕ е çутă кăвак) - куç органĕсен вăраха кайнă чирĕ. Куç пусăмĕ ỹссе кайнă пирки куç тĕпĕнчи çутта туйăмлă клеткăсенче, курăм нервинче куç шывĕн куçăмĕ йĕркерен тухнипе палăрса тăрать. Çавна май куç шăрçи сиенленсе симĕсленет,чарăлать, куçмасть. Çавăнпа çак чире тата "симĕс шыв" е "симĕс катаракта" (ним. "Grun Star") ят панă.
Глаукомăпа ытларах ватă ỹсĕмри çынсем, хăш-пĕр чухне вара тин çуралнă ача та чирлеме пултарать. Вăл суккăрлатса хăваракан чирсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта тăрать. Малтанхи тапхăр çын ватăлнăçем пулакан куçри улшăнусемпе çыхăннă, иккĕмĕш тапхăрĕ - куçри шыв çаврăнăшне йĕркелекен куç структурисен ытти чирĕсем кỹнĕ сиенрен пуçланать. Глаукома ытларах чухне йăхран йăха куçса, çывăх куçлăхран, ватăлнипе, пĕтĕмĕшле чирсенчен (сахăр диабечĕ, артери гипотонийĕпе гипертонийĕ, атеросклероз, мăй остеохондрозĕ) аталану илет. Çак чир нумай чухне юлашки тапхăрта, куç япăх курма пуçласан, çеç çыншăн паллă пулать. Вăл икĕ куçа та сиенлет. Чир çыннăн куç пусăмĕ ỹснипе палăрать.
Глаукома чирĕ ут-пỹ ывăнса халран кайсан, нерв тытăмĕ хавшасан, эмел таврашĕпе куç шăрçине пысăклатнă хыççăн, нумай вăхăт хушши тĕттĕмре пулсан, пуçа пĕшкĕртсе ĕçлесен, организма кирлинчен ытларах шыв ĕçсен, хăш чух паллă мар сăлтавран аталанать. Чирленĕ çын куç тата пуç ыратни, куç тĕтреллĕ, çутă çине пăхсан тĕслĕ-тĕслĕ çаврашкасем курни пирки ỹпкелешет. Куçсене приборсăр тинкерсе пăхсан вĕсем кăштах кăвак тĕслĕн хĕрелнине, алăпа тытса пăхсан чул пек хытса тăнине, куç шурри шыçăннă пирки пăтранчăккине, куç шăрçи чарăлса çутта туйманнине сăнама пулать.
Глаукома чирне çийĕнчех палăртса сиплеме пултăр тесен куçсене офтальмолог патĕнче вăхăтра тĕрĕслесе, куç пусăмне виçтерсе тăмалла.
Чир тĕсне, сăлтавне, йывăрлăхне кура куçа ямалли шĕвекпе, эмелсемпе, лазерлă тата йăлана кĕнĕ хирурги мелĕсемпе е çак мелсене пурне те пĕрлештерсе сиплеççĕ. Çак сиплев мелĕсен тĕллевĕ - куçсене пач курми пуласран упраса хăварасси.