Комсомольский муниципальный округ

Чăваш Ен - пиллĕкмĕш вырăнта

Раççейри Экономикăн аслă шкулĕн наука-тĕпчев университечĕ (ЭАШ НТУ) çĕршыври регионсен инноваци аталанăвĕн динамикине тишкерсе аналитика доклачĕ хатĕрленĕ. Чăваш Ен çĕнĕ рейтингра яланхи лидерсен - Мускав, Санкт-Петербург, Тутарстан тата Калуга облаçĕ - хыççăн пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Раççейри чи пысăк инновациллĕ регионсен йышĕнче çавăн пек - Свердловск, Чулхула, Новосибирск, Томск тата Пенза облаçĕсем.

ЭАШ НТУ эксперчĕсем 83 региона 37 кăтартупа тăватă тематика блокĕпе палăртса тишкернĕ: социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн условийĕсем, наука-техника потенциалĕ, инноваци политикин пахалăхĕ тата вырăнти инноваци ĕçĕ-хĕлĕ.

"Техника инновацийĕн лидерĕсен йышĕнче - компанисем çĕнĕлĕхсене хăйсем патĕнче хатĕрлесе пурнăçа кĕртекен регионсем. Технологиллĕ инновацисен сферинче яланхи пекех Чăваш Ен тата Тутарстан малта", - тенĕ "Росбизнес-Консалтинг" пичет кăларăмĕнче.



"Каçал Ен"
23 мая 2015
11:44
Поделиться
;