Комсомольский муниципальный округ

Паха продукци килĕшнĕ

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă делегаци Беларуçре ĕçлĕ визитпа пулнăччĕ. Унта экономикăри хутшăнусене çирĕплетесси çинчен килĕшỹ тунă. Майăн 20-мĕшĕнче вара пирĕн республикăна Беларуçрен сумлă делегаци килнĕ. Унăн йышĕнче - Минск облаçĕн ĕçтăвком председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Игорь Макар, "Миноблмясомолпром" предприятин генеральнăй директорĕ Дмитрий Ракомсин тата "Здравушка-милк" акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Владимир Лапицкий. Хăнасем Шупашкарти тĕрлĕ производство предприятийĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă, Етĕрне районĕнче Чапаев ячĕллĕ тата "Ядринмолоко" акционерсен уçă обществисенче пулнă. Делегацие Чăвашпотребсоюзăн "Ядринский мясокомбинат" тулли мар яваплă обществинче те ăшшăн кĕтсе илнĕ. Вăл 1994 çултанпа халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тивĕçтерет. Сергей Якушев директор предприяти аталанăвĕпе, малашлăх тĕллевсемпе паллаштарнă.



"Каçал Ен"
23 мая 2015
11:45
Поделиться
;