Комсомольский муниципальный округ

Фестивальте палăрнă

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа районти "Колосок" ача садĕнче нумай мероприяти иртрĕ.

Ачасем тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнчĕç, калаçу сехечĕсенче тимлĕ пулчĕç, вăрçă темине çутатакан произведенисене те кăсăкланса итлесе ларчĕç. Аслă ăру çыннисем хаяр çапăçусене хутшăннине илтсен пĕр шикленчĕç, пĕр тĕлĕнчĕç. Апрель уйăхĕн вĕçĕнче шăпăрлансем "Асамат кĕперĕ" ача садĕнче йĕркеленĕ "Тебе, Великая страна! Тебе Великая Победа!" фестиваль-конкурса хутшăнчĕç. Юрра-ташша ăста-скерсем "Театр пултарулăхĕ" номинацире 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕç. Кунта, паллах, Наталья Сергеева, Зинаида Ксенофонтова, Вера Сенатова, Лилия Насертдинова воспитательсен, Альмира Кислякова музыка учителĕн тỹпи уйрăмах пысăк.

Майăн 8-мĕшĕнче йĕркеленĕ утренник те ачасемшĕн интереслĕ иртрĕ, аслă ушкăна çỹрекеннисем район центрĕнчи палăк патĕнче пулчĕç.



"Каçал Ен"
27 мая 2015
14:47
Поделиться
;