Комсомольский муниципальный округ

"Хăрушсăрлăх банк картти" акци

Чăваш Енре "Хăрушсăрлăх банк картти" профилактика акци старт илнĕ. Нумаях пулмасть республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе Чăваш Республикин ШĔМĕн "К" уйрăмĕн начальникĕ А.Смирнов тата унăн çумĕ В.Чернов тĕл пулнă. ЧР ШĔМ пĕлтернĕ тăрăх 2015 çулта республикăра пурăнакансен банк карттисенчен саккуна пăсса 425 хутчен укçа-тенкĕ вăрланă. Çавна май тĕл пулура йĕрке хуралçисем банк карттисемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине уйрăммăн асăрхаттарнă. Чи малтанах банк карттин реквизичĕсене (номер, вăрттăн код, карттăна кам çине регистрациленĕ тата хăçанччен), пин-кода никама та пĕлтерме юрамасть, иккĕмĕшĕнче - банк счечĕсемпе ĕçлекен хатĕрсем (компьютер, телефон) çине вируса хирĕç тăракан программа лартмалла, виççĕмĕшĕ - банк карттипе укçа-тенкĕ илнĕ чухне тимлĕ пулмалла.



"Каçал Ен"
27 мая 2015
14:55
Поделиться
;