Комсомольский муниципальный округ

Спартакида иртет

Раççей Пенсионерсен Союзĕ, РФ Спорт министерстви, РФ Пенси фончĕ пуçарнипе июнĕн 10-12-мĕшĕсенче Саратов хулинче Раççей пенсионерĕсен "Спортивное долголетие" Спартакиадин финал ăмăртăвĕсем иртеççĕ.

Çак спорт уявĕ умĕн, чи матуррисене палăртас тĕллевпе Чăваш Республикин Спорт министерстви, "Урожай" ЧРФСО тата "Раççей пенсионерĕсен Союзĕн" регионти уйрăмĕ "Спортивное долголетие" III спартакиадине йĕркелет. Асăннă спартакиада майăн 29-мĕшĕнче районти "Кĕтне" ФСК-ра иртет. Унта районти спорт ветеранĕсем ăсталăхпа палăрасса шанатпăр.



"Каçал Ен"
27 мая 2015
14:56
Поделиться
;