Комсомольский муниципальный округ

Яланах сыхă пул!

Кашни çулах майăн 28-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн пограничникĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Çак паллă кун историпе çыхăннă. 1918 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Халăх комиссарĕсен Совечĕн декречĕпе РСФСР пограничникĕсен хуралне пуçарса янă. Çав вăхăтрах пограничниксен хуралĕн Тĕп управленине йĕркеленĕ.

Çак паллă куна, Раççейре çеç мар Беларуçра, Кăркăсстанра, Таджикистанра, Украинăра уявлаççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра Хĕрлĕ çарăн пограничникĕсем уйрăмах паттарлăх кăтартнă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчи фашистсен тискерлĕхне чи малтан пограничниксен тỹсме тивнĕ. Хĕвел Анăç чиккинчи вун-вун пограничниксен отрячĕсем, уйрăм комендатурăсем нимĕçсене хирĕç тăнă. СССР чиккисенчи пĕрремĕш çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн 826 пограничника тĕрлĕ медальпе, орденпа, 11 пограничника Совет Союзĕн Геройĕ ятпа, вĕсенчен пиллĕкĕшне - вилнĕ хыççăн, чысланă.

Тĕрлĕ çулсенче пирĕн районти пограничниксем те патшалăх чиккинче сыхă тăнă. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ наградăна тивĕçнисем те пур. Районта 400 пограничник, вĕсенчен 6-шĕ - афганецсем, 10 çемье династийĕ шутра, икĕ пограничник тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пуçĕсене хунă. Пограничниксен кунĕнче пурнăçĕсене шеллемесĕр, çĕршыва хỹтĕлесе тăшмансемпе куçа-куçăн паттăррăн тăнă салтаксене аса илетпĕр, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçатпăр. Майăн 28-мĕшĕнче 11 сехетре район центрĕнче Пограничниксен палăкне уçатпăр. Пысăк уява пурне те чĕнетпĕр.

Пограничниксене, районта пурăнакансене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Пурнăç çулĕпе яланах хавхаланса утма, шухăшланă ĕмĕтсене пурнăçлама ырлăх-сывлăх, телей, мирлĕ тỹпе сунатпăр.   

Чăваш Республикинчи "Пограничное братство" обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕ



"Каçал Ен"
27 мая 2015
15:01
Поделиться
;