Комсомольский муниципальный округ

Библиотекăна - парне

Кĕнекесем - библиотекăн тĕп пуянлăхĕ. Библиотека фончĕ çынсем кĕнеке парнеленипе те нумай пуянланать.Нумаях пулмасть ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ентеш К.Мифтахутдинов, "Изамбаевский" сĕт çу завочĕн ертỹçи В.Агамирян районти тĕп библиотекăна тата ача-пăча библиотекине 10 пин тенкĕлĕх вĕр çĕнĕ кĕнекесем парнелерĕç. Пирĕн самана историйĕ, медицина, экономика тата илемлĕ иллюстрациллĕ ача-пăча кĕнекисем хăйсен вулаканĕсене тупрĕç. А.П. Гальчукăн "Удивительная Россия. 500 фактов о нашей стране, которые вас поразят" хăйне евĕрлĕ кĕнекене кашниех алла илсе вулĕ. И.Шумейкон "Романовы. Ошибки династии" кĕнекине вуласа Раççей патшин çемйин пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай çĕннине пĕлме пулать. Вулакансене çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма, кăмăла каяканнисене суйласа илсе вулама йыхравлатпăр. Библиотекăна кĕнеке парнелекенсене чĕререн тав тăватпăр.



"Каçал Ен"
30 мая 2015
17:18
Поделиться
;