Комсомольский муниципальный округ

Кинофестиваль асрах

МАРИЯ ИЛЛАРИОНОВА, районти "Централизациленĕ клуб тытăмĕн" директорĕ:

"Шупашкарта халăхсен кинематографне халалланă Пĕтĕм тĕнчери 8-мĕш кинофестиваль çав тери çỹллĕ шайра йĕркеленине палăртса хăвармаллах. Чăваш Енре кăçал Константин Иванов çулталăкĕ пулнă май кинофестиваль программине "Нарспи" мюзиклăн пĕр пайĕпе уçни те хăйне евĕрлĕ пулчĕ.

Илемлĕ фильмсен конкурсĕнчи ĕçсене шăпах кинофестиваль вăхăтĕнче кăна пăхса килентĕмĕр. Чăваш Ен çыннисемшĕн 56 фильма тỹлевсĕр кăтартни чăн-чăн парне пулчĕ. Йĕркелỹçĕсем куракана чи лайăх кинокартинăсемпе тивĕçтерчĕç. Уйрăмах Шупашкарта çуралса ỹснĕ Марат Никитинăн "Хорло" фильмĕ кăмăла кайрĕ. Унăн ĕçне жюри членĕсем "Чи лайăх режиссура" номинацире палăртса хăварчĕç.

Кинофестиваль - туслă, тăванлă, пултаруллă халăхсене пĕрлештерсе тăракан пысăк уявсенчен пĕри. Унта пурте - республика ертỹлĕхĕнчен пуçласа ахаль куракан таранах - пĕр йышра пулчĕç.



"Каçал Ен"
30 мая 2015
17:27
Поделиться
;