Комсомольский муниципальный округ

Олимпиадăра палăрнă

Шкул ачисен пĕлĕвне тĕрĕслес, пултарулăхĕпе интересĕсене аталантарас, наукăпа практика ĕçне явăçтарас, чи пултаруллисене тупас тĕллевпе республикăра тĕрлĕ профильлĕ олимпиадăсем иртеççĕ. Акă майăн 26-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче хими, математика, физика предмечĕсемпе ирттернĕ олимпиадисен çĕнтерỹçисене чысланă. Призерсене университет ректорĕ Андрей Александров саламланă. Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Станислав Чернов та пур. Вăл хими предмечĕн олимпиадинче палăрнă. Асăннă предмета 8-мĕш классем пĕрремĕш çул çеç вĕренеççĕ пулин те, Стас çак предметпа кĕске вăхăтрах туслашнă. Хушма материалсемпе хăй тĕллĕнех паллашать, пĕлĕвне ỹстерет. Предметпа тарăнрах пĕлỹ илме Екатерина Николаевна Тихонова педагог та сахал мар пулăшу кỹрет. Вăл ачасене кăсăклă материалсемпе паллаштарать, вуласа пăхма сĕнет, тĕрлĕ опытсем туса кăтартать.



"Каçал Ен"
30 мая 2015
17:19
Поделиться
;