Комсомольский муниципальный округ

Конкурсра палăрнă

Районти "Пилеш" ача сачĕн ачисем республикăри, районти конкурссене яланах хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Нумаях пулмасть пушар хăрушсăрлăхĕпе ирттернĕ Раççей шайĕнчи "Неопалимая Купина" конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Кунта "Теремок" ушкăна çỹрекен Александра Мамуткина уйрăмах палăрчĕ. Вăл конкурсра 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Ăна Хисеп грамотипе тата асăнмалăх парнепе чысларĕç. Александра ĕçне вĕтĕ шăрçаран çыхса хатĕрленĕ. Çавăн пекех "Теремок" ушкăнах çỹрекен Иван Шумилкин та сертификата тивĕçнĕ.

Эпир вĕсене çитĕнỹпе саламлатпăр, малашне те пысăк ăнăçусем сунатпăр.



"Каçал Ен"
03 июня 2015
13:28
Поделиться
;