Комсомольский муниципальный округ

Вăрмана упрасчĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2015 çулхи майăн 13-мĕшĕнчи постановленийĕпе Чăваш Республикин территорийĕнче 2015 çулхи майăн 24-мĕшĕнчен пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă çирĕп йĕркине çирĕплетнĕ. Ç

авна май çынсене вăрмана кĕме чарнă. Кăвайт чĕртме, вут-çулăм çинче апат хатĕрлеме, хыт каяшсене, вăрманти çỹп-çапа, типĕ курăка çунтарма, вут-çулăм кăларма пултаракан ытти ĕçсене пурнăçлама юрамасть.

Çанталăк условийĕсене пула, сывлăш температури ỹснипе пурне те асăрхануллă пулма чĕнсе калатпăр. Вут-çулăм тухнине асăрхасассăн çак номерсемпе шăнкăравламалла: 8(83546) 2-35-81 (Шăмăршă лесничестви), 8(8352) 40-24-00 (вăрман пушар хуралĕн диспетчер пункчĕ).



"Каçал Ен"
03 июня 2015
13:30
Поделиться
;