Комсомольский муниципальный округ

Асăрханăр - сăвăссем!

Ăшă çанталăк çитсенех çынсемшĕн хăрушă чирсем куçаракан сăвăссем чĕрĕлеççĕ. Вĕсем урлă сăвăс энцефаличĕ ерет.

Республикăра сăвăс энцефаличĕпе чирлекенсене халлĕхе шута илмен. Сăвăс энцефаличĕн вырăнĕсем пур регионсене халăх ĕçлеме, канма активлă çỹренине пула çак чире ертес хăрушлăх пысăк.

Кашни çулах сăвăс çыртнипе е çыпçăннипе сиплев тата профилактика организацийĕсене пыракансен шучĕ ỹссех пырать. 2014 çулта сăвăс çыртнипе 5-6 çын пулăшу ыйтнă.

Сăвăссенчен инфекци çаклатас мар тесен çак хушусене пăхăнмалла:

- июнь уйăхĕнче вăрмана кайма ан тăрăшăр;

- вăрмана каймаллах пулсан çутă (шурă) тĕслĕ çипуç е плащ, капюшонлă куртка тăхăнăр (кун пек тăхăнсассăн сăвăса шыраса тупма çăмăлтарах);

- ỹтĕн уçă вырăнĕсене лексен те сăвăс япала айне кĕрсе çыпăçнине асра тытмалла;

- вăрăм курăк тата тĕмсем хушшипе çỹреме, курăк çине выртма ан тăрăшăр, енчен те выртсассăн сăвăс пуç çине çыпăçма пултарать;

- хăвăра час-часах сăнăр, киле таврăнсан çипуçа тата атă-пушмака лайăх тĕрĕслĕр, силлĕр;

- пỹлĕме тин татнă чечексемпе туратсене илсе кĕме юраманнине манмалла мар;

- килти выльăх-чĕрлĕхе те сăнасах тăмалла, сăвăс тупăнсан ăна пинцетпа кăлармалла.

Вăрманта канмалли, çĕр каçмалли вырăн шыранă чухне типĕ хыр вăрманĕсене, хă-йăрлă çĕре е курăкран таса лаптăксене суйлама тăрăшмалла.

Иксодлă сăвăссенчен сыхланма хими им-çамĕсемпе усă курни пулăшать. Асăннă им-çамсене инструкци тăрăх çеç усă курма юрать.

Сăвăс энцефалитĕнчен вакцинаци ирттереççĕ. Вакцинацине уйрăм профессисен çыннисене, сăвăс вырăнĕсем пур çĕрте ĕçлекенсене, туристсене тата вакцинаци тума кăмăл пуррисене тăваççĕ. Сăвăс энцефалитĕнчен прививка курсне иккĕленỹллĕ вырăнсене каяс умĕн икĕ эрне маларах тухмалла.

Ỹт çумне çыпăçнă сăвăссене вăхăтра сăмсине татасран асăрханса сехет йĕппи куçăмĕ май пăрса кăлармалла, сурана йодăпа е спиртпа дезинфекцилемелле.

Сăвăс çыпăçнă хыççăн ятарлă профилактика ирттерме медицина учрежденийĕсене каймалла. Сăвăса виткĕчлĕ кĕленчене вырнаçтарса анализ валли чĕрĕ хăварма тăрăшмалла.



"Каçал Ен"
11 июня 2015
11:21
Поделиться
;