Асăрханăр, суя эмелсем!
Эмел пире кăна мар, тăватă ураллă тусăмăрсене те сыватасса-сиплессе кĕтетпĕр. Анчах та ветеринари специалисчĕсем вĕсенчен уссинчен ытла шар курассинчен асăрхануллă пулмаллине аса илтереççĕ. Россельхознадзорăн юлашки хыпарĕсенчен пĕри тăрăх, ветеринарире усă курмалли эмелсене тĕрĕсленĕ май регистрацилемен препаратсем тупса палăртнă. Çав шутра: "Бизол" АХО кăларнă "Байтрил" (10 процентли), "Бутокс" (5 процентли), "Гидро Рекс Витал", "Колмикс-Е", "Лозеваль"; "Элтос" НПО кăларнă "Бипин"; "БиАгро" суту-илỹ çурчĕ" ООО кăларнă "Мастисан-А"; "Альтернатива" ООО кăларнă "Бивар" ятлă эмелсем.
Регистрацилемен ку йышши тавар сывлăхшăн хăрушă пулма пултарасси паллă, мĕншĕн тесен вĕсем ятарлă тĕпчев витĕр тухман.
Сăмах май, Чăваш Енре регистрацилемен препаратсем пĕлтĕр те куç тĕлне пулнă. Çав шутра "Рыбий жир" ("Мурманский завод рыбных жиров" ООО), "Присыпка Эдисс" ("Оренбургзооветснаб"), "Метразол 125" ("БиАгро" суту-илỹ çурчĕ" ООО), "Бензилпенициллина натриевая соль" ("БиоХимФарм" ООО), "Энрофлоксацин" тата "Кокцидиовит", "Фуразолидон", "Авимицин-10", "Ветрококс", "Тетрамизол", "Эриприм" ("БиоТЭП" ООО). Асăннă препаратсене ятарлă организацире тĕп тунă.
Пĕлтĕр лицензиатсен тĕлĕшпе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем 15 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Административлă йĕркене пăсни çинчен 5 ĕç пуçарнă. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнче сутуçăн сертификат тата квалификаци ỹстернине çирĕплетекен документ пулман. Муркаш районĕнче вара фармацевтика ĕç-хĕлĕпе аппаланма чарăнни пирки лицензи панă органа пĕлтермен, çакă вара - "Хăш-пĕр ĕç-хĕле лицензилесси çинчен" 99-мĕш саккунăн 20-мĕш статйин 14-мĕш пунктне пăсни.
Лицензи илмесĕр сиплев япалисем сутнă темиçе тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларма май килнĕ. Йĕркене пăхăнман усламçăсене прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле ирттернĕ тĕрĕслевсенче тупса палăртнă.
Кăçалхи тĕрĕслевсем те аптекăсенче çитменлĕхсем пуррине çирĕплетеççĕ. Пĕр общество уçнă аптекăсен пỹлĕмĕсем тата хатĕрĕсем кирлĕ требованисемпе килĕшсе тăманран лицензие тăсма май килмен.
Сăмах май, 2015 çул пуçламăшĕ тĕлне республикăра выльăх тата чĕр чунсем валли эмелсем сутакан 112 аптека учрежденийĕ шутланнă.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
управлени ĕçченĕ