Комсомольский муниципальный округ

Хĕрлĕхен чирĕ

 2015 çулта çĕршывăн 35 субъектĕнче 499 çын хĕрлĕхенпе (корь) чирленине шута илнĕ. Çак тĕслĕхсене Раççей Федерацийĕн 8 субъектĕнче регистрациленĕ: Ставрополь, Красноярск, Алтай крайĕсенче, Саха (Якути), Пушкăртстан республикисенче, Мускав, Оренбург, Тюмень облаçĕсенче, Мускав хулинче.

Пирĕн республикăра кăçал хĕрлĕ шатра пулăмĕсене палăртман. 2014 çулта вара кун пекки 9 пулнă. Чирлисем хушшинче - 14 çулчченхи пĕр ача.

Хĕрлĕхен - инфекциллĕ йывăр чир, сив чирпе, организмăн пĕтĕмĕшле интоксикаци-йĕпе, вĕтĕ шатрапа, куçăн йăлмака витĕмне тата сывлав çулĕсен çỹлти пайне сиенленипе палăрать. Хĕрлĕхенпе унран прививка туман ачасемпе çитĕннисем чирлеççĕ. Малтан хĕрлĕхен ачасен инфекцийĕ шутланнă. Юлашки çулсенче чирлисем хушшинче çул çитмен ачасемпе пĕрлех çитĕннисен шучĕ нумайланни курăнать.

Чир ỹт температури ỹснипе, кайран тип ỹслĕкпе, сунаспа, куççуль юхнипе, çутăран хăранипе палăрать. 3-4 кунтан ỹт çине вĕтĕ шатрасем тухаççĕ. Вĕсем 1-мĕш кунхине - пит тата мăй çине, 2-мĕш кунхине ỹт-пỹ, алсем, пĕçсем çине тухаççĕ, 3-4 кунтан шуралма пуçлаççĕ. Шатрасем сỹннĕ вырăнсенче пигмент паллисем юлаççĕ.

Хĕрлĕхенĕн йывăр формипе чирлесен сывлав органĕсем (бронхит, ỹпке шыçни), тĕп нервăсен системи (энцефалит, менингоэнцефалит) сиенленеççĕ, куçăн склерипе витĕмне сиенленĕ хыççăн суккăрлăх аталанма пултарать.

Хĕрлĕхене хирĕç чи эффективлă мел - профилактика прививкисем.

Профилактика прививкисен наци календарĕ тăрăх, хĕрлĕхенрен ачасене 1 çул тултарсан (вакцинаци), тепĕр хутчен 6 çул тултарсан (ревакцинаци) иммунизаци тăваççĕ.

Хĕрлĕхене хирĕç иммунизаци программине 1-18 çулхи ачасем, 35 çулчченхи çынсем, медицина, вĕренỹ, суту-илỹ учрежденийĕсен ĕçченĕсем, прививка тунине пĕлменнисем тата хĕрлĕхенпе малтан чирлеменнисем лекеççĕ.

Малтан пĕр хутчен прививка тунисен хушма иммунизаци тумалла.

Н.СЕРГЕЕВА,

Роспотребнадзорăн ЧР управленийĕн Патăрьелĕнчи пайĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
11 июня 2015
11:22
Поделиться
;