Комсомольский муниципальный округ

Мĕнпур лайăххи - ачасене

 Пирĕн республика. Тĕп тема - черетлĕ кăларăм ытларикун эфира тухрĕ. Ку хутĕнче ăна шкул çулне çитменнисен вĕренỹ тытăмне аталатарассине, амăшлăхне тата ачалăха хỹтĕлессине халалланă.

Сывă амăшĕ - тĕреклĕ ача

Паян пĕр пин çын пуçне çулталăкне 14 пепке çуралать. Çак кăтарту вара Атăлçи федераци округĕнчи регионсем хушшинче чи лайăххи. Пĕлтĕр республикăра 2010 çулхипе танлаштарсан 1050 ача ытларах çуралнă.

"Çак цифрăсем ырра шантараççĕ. Чăваш Енре демографилле лару-тăру лайăхланса пыни пирĕн малашлăх пуррине палăртать, - пĕтĕмлетнĕ май каларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. - Çавăнпа та тин çеç кун çути курнă çамрăк гражданина хăйне хăтлă туйтăр тесен, пĕтĕмпех туса памалла".

"Чăваш Республикинче сывлăх сыхлавне модернизацилесси" ятарлă программăпа килĕшỹллĕн юлашки çулсенче Шупашкарти перинаталь центрне 124 миллионлăх 290 единица çĕнĕ йышши оборудовани туяннă. Сиплевпе диагностика корпусĕсене юсаса çĕнетнĕ, унта 42 миллион тенкĕ тăкакланă.

Çак центр пуртанах ĕнтĕ республикăра пурăнакан хĕрарăмсем 2-мĕшне, 3-мĕшне çуратаççĕ. Ку чухне вара çулсем пурри те пĕлтерĕшлĕ мар. Михаил Игнатьев перинаталь центрĕнче пулнă май амăшĕ пулма хатĕрленекен 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсемпе калаçрĕ.

Нумай ачаллă çемьесен шучĕ ỹсет

Паян çĕнĕ йышши репродукци технологийĕсемпе икĕ пине яхăн хĕрарăма амăшĕ пулма пулăшнă. "Çакна та палăртма кăмăллă, Чăваш Енре Раççейрипе танлаштарсан пĕчĕк ачасем вилни чи пĕчĕк шайра. Чи пĕчĕк виçеллĕ ачасене пăхса ỹстерессипе республика лайăх 3 регион шутĕнче", - палăртрĕ перинаталь центрĕн тĕп тухтăрĕ Сергей Милаев.

Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕн асăннă учрежденийĕн аталанăвĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Кунта пĕтĕмпех тĕнче шайĕнчи стандартсене пăхăнаççĕ. Урамсенче ача коляски тĕксе утакан çамрăк хĕрарăмсене тăтăшах тĕл пулни те савăнтарать. Виçĕ, тăватă тата пилĕк ача çитĕнтерекен çемьесен шучĕ те ỹсет. Юлашки виçĕ çул хушшинче нумай ачаллă çемьесен шучĕ 26 процент ỹсрĕ. Çакă вара питĕ лайăх.

Пĕлỹлĕх патне çул хывакан утăм

Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене тăвасси - Чăваш Республикин Пуçлăхĕшĕн тĕп тема.

"Ватăсемпе ачасене тимлĕх уйăрасси çирĕп патшалăхăн палли вăл, - палăртрĕ Михаил Игнатьев "СЧ" хаçатăн корреспонденчĕпе калаçнă май. - Юлашки çулсенче республикăра 40 ача сачĕ тунă тата реконструкциленĕ, 20 пин хушма вырăн йĕркеленĕ. Çакă ĕнтĕ шкул çулне çитменнисен тытăмне аталантарма пулăшрĕ. Асăннă отрасльте опытлă специалистсем ĕçлеме пуçларĕç. Аслă пĕлỹллĕ воспитательсен шучĕ ỹсет. Педагогсенчен çуррин ытла ĕç стажĕ 20 çултан та иртет, ача сачĕсенче тăрăшакансенчен 12 проценчĕ çамрăксем".

Республикăри мĕнпур ача сачĕ çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсемпе ĕçлет. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене çỹрекен шăпăрлансем наци культурине вĕренеççĕ, тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçма хăнăхаççĕ. Чылай ача садĕнче чăваш культурин кĕте-сĕсене хатĕрленĕ, пĕчĕк музейсем йĕркеленĕ.

Кăçал Чăваш Енре 5 ача садне хута ярĕç.

Юлашки çулсенче шкул çулне çитменнисен çĕнĕ учрежденийĕсене тума тата киввисене реконструкцилеме 3 миллиард та 600 миллион тенкĕ тăкакланă.

"Советская Чувашия", 94№.



"Каçал Ен"
11 июня 2015
11:03
Поделиться
;