Комсомольский муниципальный округ

Акара тар тăксан уявра савăнатăн

Савăн эсĕ, хресчен! Юрла эсĕ, хресчен! Акатуй сан. Уяв... Сана чыс та мухтав! (Сăкăт Ванькки).

Район çыннисем ĕçлеме те, савăнма та пултараççĕ. Çакна çулсеренех иртекен Акатуй уявĕ туллин çирĕплетет. Хастар ĕçленĕ хыççăн мĕншĕн савăнмалла мар? Мĕн акни-лартни аван шăтни куçа савăнтарать, шанчăк çуратать. Çакă ял ĕçченĕсем тăрăшуллă пулнине кăтартса парать.

Июнĕн 12-мĕшĕнче Комсомольски район центрĕ ытти чухнехинчен те маларах вăранчĕ пуль. Сутуçăсем ир-ирех килсе çитрĕç, шашлăк пĕçерме пуçларĕç, алĕç ăстисем хăйсен япалисене вырнаçтарчĕç. Вĕсем куракансене çĕнĕ япаласемпе тĕлĕнтерме васкарĕç, хăйсен пултарулăхне çын умне кăларма чăннипех те вăтанмалла мар ăстасен. Тĕрлĕ аттракционсем те, ача-пăча йăпатмă-шĕсем, хăйсем валли вырăн тупрĕç.

Çулленхи пекех, паркра ял поселенийĕсем хăна кил çурчĕсем йĕркеленĕ. Кашниех çуртне хăйне евĕр ăсталанă. Кунта чăваш, тутар, вырăс халăхĕсен йăли-йĕркине, кил-çуртра усă куракан япалисене, ĕлĕкхи савăт-сапана туллин кăтартса панă. Унпа пĕрлех вырăнти ăстасен ĕçĕсемпе паллашма, кăмăла кайсан туянма та май пулчĕ. Наци апат-çимĕçĕпе те, ĕçми-çимипе те сăйларĕç унта.

Капăр тумлă пикесемпе арçынсем тĕп хуламăртан килнĕ хаклă хăнасене хапха умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ Александр Капитонов, "Хыпар" ИÇ тĕп редакторĕ Валерий Туркай, Комсомольски районĕн тата район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеевпа Михаил Афанасьев, ытти хăнасем пуçтарăнсассăн савăнăçлă уяв пуçланчĕ.

64-мĕш Акатуя Раççейĕн Литература, Чăваш Енĕн К.В.Иванов çулталăкĕсене, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалларĕç. Ăна пултарулăх коллективĕсен пĕрлехи хорĕ районăн гимнĕпе уçрĕ. Куракансене малтанах район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеевпа Михаил Афанасьев саламларĕç. Экономикăна аталантарас, çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе кăçалхи 5 уйăхра пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕç.

- Çĕр ĕçченĕсем акана вăхăтра ирттерчĕç, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, кăçал ака-суха ĕçĕсем мĕнле иртнипе паллаштарса. Вăл палăртнă тăрăх, çурхи культурăсене 17000 гектар çинче акнă, вĕсенчен 11,6 пин гектарĕ - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем. Кĕрхисене 5 пин гектар çинче акнă. Çĕр улми вара 1260 гектар лартнă. Пĕр çул ỹсекен курăксем 2340 гектар, куккурус - 759 гектар, пахча çимĕç культурисем 151 гектар йышăнаççĕ. Паянхи кун хуçалăхсенчи уйсенче калчасем аван шăтса тухнă. Уй-хирсене пăхнă хыççăн вĕсене лайăх паллăпа хакланă. Çумкурăксене гербицидпа им-çамлаççĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене хирĕç те çине тăрсах кĕрешеççĕ, çĕр улми йăранĕсене хăпартаççĕ. Чылай çĕрте нумай çул ỹсекен курăксене çулма пикеннĕ. Паянхи куна 1000 гектар çулнă, уйрăм хуçалăхсем сенажпа утă хатĕрлеме пуçланă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене те пур кăмăл- тан тав турĕ Михаил Романович. Паянхи куна талăкри вăтам сăвăм 16,9 килограммпа танлашнине палăртрĕ. Малалла та çакăн пек ăнăçлăн ĕçлеме, Акатуйра вара кăмăл туличчен канма сунса хăй сăмахĕсене вĕçлерĕ.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Комсомольскисене ăшшăн саламларĕ.

- Мĕн авалтан уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен чăваш халăхĕ ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче савăнать. Паян эсир пĕр пăшăрханмасăр уявлама пултаратăр, мĕншĕн тесен Чăваш Ен Правительстви Комсомольски район кăтартăвĕсем çỹллĕ шайра пулнине палăртнă. Эпĕ сире çирĕп сывлăх, ырлăх тата уйсенчен пуян тухăç илме сунатăп, - терĕ вăл.      Пуçтарăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.С. Красновпа К.С. Мифтахутдинов, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ Александр Капитонов та ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçупа çитĕнỹ сунчĕç.    Ĕçре уйрăмах палăрнисем тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене, тава тивĕçлĕ ятсене, премисене тивĕçрĕç. РСФСР, ЧАССР тава тивĕçлĕ механизаторне, Ленин, Октябрь революцийĕ, "Хисеп палли" орденсен кавалерне Роман Григорьевич Афанасьева районăн Хисеплĕ гражданинĕн ятне пачĕç. Ял çыннисене патшалăх тĕрлĕ пулăшу пама тăрăшать. Çак пулăшăва илме вара хăйсен те чылай тар тăкма, пилĕк авма, бизнес-проектсем туса вĕсене хỹтĕлеме тивет. Акă, кăçал та пирĕн районти ĕç пуçлакан 3 фермер çакнашкал гранта илме тивĕçнĕ. Хирти Сĕнтĕрти хресчен фермер хуçалăхĕн ертỹçи Григорий Прокопьев, Кĕçĕн Каçалти Андриян Козин тата Виçпỹртри Николай Биктимиров çемье выльăх-чĕрлĕх фермине аталантарма паракан грантсен сертификачĕсене ял хуçалăх министрĕн аллинчен илчĕç.

Июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн, пирвайхи 7 çын "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" удостоверениллĕ пулчĕ. Аса илтеретпĕр, çак ята тивĕçме хĕрарăмсен ĕç стажĕ 37,5 çул, арçынсен 42,5 çул кирлĕ.

Малалла тĕп сцена çинче савăнăçлă концерт пуçланчĕ. Ял тăрăхĕсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çинче кăмăла уçакан юрăсем шăрантарса, илемлĕ ташăсем ташласа куракансене савăнтарчĕç. Концерт пирĕн районта виçĕ халăх çыннисем туслăн, килĕштерсе, пĕр çемье пек пурăннине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Уяври çынсем искусство шкулне пĕтернĕ Анастасия Горбуновăпа Светлана Петрова пулас ỹнерçĕсен "Çĕр тата çынсем" музейре йĕркеленĕ "Друзья Тюбика" куравне тата "Алă ăстисен хулине" çитсе курчĕç. Районти тĕп библиотека хатĕрленĕ урамра уçнă "вулав залĕнче" хăнасемпе вулакансене çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçатсемпе журналсен номерĕсемпе, "По следам литературных героев" фотовыставкăпа паллаштарчĕç. Вĕсемех Раççейри Литература, республикăри К.Иванов çулĕсене, Раççей кунне халалласа вăйă майлă викторина ирттерчĕç. Поэзие юратакансем вара Константин Ивановăн вилĕмсĕр "Нарспи" поэма йĕркисене вуларĕç.

Акатуй спорт ăмăртăвĕсемпе те пуян пулчĕ. Комсомольскинчи пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнче кавир çинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем вăй виçрĕç. Хĕрỹ тупăшура пĕрремĕш вырăнсене 54 килограмлисем хушшинче Димитрий Яндров (Асанкасси), 58 килограмлисем хушшин- че Геннадий Школьников (Асанкасси), 63 килограмлисенчен Евгений Козлов (Анат Тимĕрчкасси), 69 килограмлă спортсменсем хушшинче Станислав Григорьев (Аслă Чурачăк), 76 килограмлисенчен Степан Данилов (Анат Тимĕрчкасси) йышăнчĕç. Асанкасси каччи Геннадий Школьников абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илсе уявăн тĕп парнине - такана тивĕçрĕ.

Çав вăхăтрах Комсомоль-скинчи пĕрремĕш шкул спорт залĕнче волейбол вăййи выляса Комсомольскинчи "Кубня" пĕрремĕш, Урмаелти "Урмай" иккĕмĕш, Комсомольскинчи иккĕмĕш вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

Алă вăйĕ виçекенсен йышĕ те сахал пулмарĕ. 75 килограма çитичченхи виçере Айрат Фаряхов чи вăйли пулни палăрчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Александр Гавриловпа Денис Иванов йышăнчĕç. 75 килограмм ытларах виçеллисенчен вара Эдуард Иванов - пĕрремĕш, Руслан Михеевпа Артур Александров иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Уявра кире пуканĕ йăтса 75 килограма çитичченхи виçере Василий Краснов чи ăсти пулчĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш - Владимир Дяткин, виççĕмĕш Денис Иванов пулчĕç. 75 килограмран ытларах виçеллисем хушшинче нумай йăтассипе Владимир Калашникова çитекенни пулмарĕ, вăл пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Эдуард Кокшинпа Михаил Фролов пайларĕç.

Автомашинăна туртассипе вара Кĕтне Пасар ялĕнчи Валерий Нямукова çитекен пулмарĕ. Тырă миххи йăтса чупса арçынсем хушшинче Андрей Платонов, хĕрарăмсем хушшинче Венера Андреева мала тухрĕç. Автанла çапăçса ăмăртса Вячеслав Николаева никам та çĕнеймерĕ.

Комсомольскинчи "Кĕтне" команда Хĕрлĕ Чутайран килнĕ "Спартак" командăна футболла выляса 3:2 шутпа çĕнтерчĕ. Çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесемпе тата Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Судьясем тĕрлĕ ăмăрту ирттерме спонсорла пулăшу панăшăн уйрăм çынсене, организаци-предприятисене тав турĕç. Каçхине вара район çыннисем дискотекăра савăнчĕç, фейерверкпа киленчĕç. Уявăн савăнăçлă саманчĕсем çитес çулхи Акатуйчченех асра юлĕç.



"Каçал Ен"
17 июня 2015
10:56
Поделиться
;