Комсомольский муниципальный округ

Йĕркене пăсрăн - явап тытма хатĕр пул

2015 çулхи пилĕк уйăхра район территорийĕнче 10 автоавари пулнă. Вĕсенче 2 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 13-ĕн аманнă. 2014 çулхи çав тапхăрта 12 автоавари пулнă, 5 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 14-ăн аманнă.

Икĕ районпа (Комсомольски, Елчĕк) çуран çỹрекенсене пула 3 çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ, кунта 1 çын пурнăçĕ татăлнă, 2-ĕн аманнă.

Руль умне ỹсĕр ларнăшăн 48 çынна (пĕлтĕр çав тапхăрта - 33 ), хăрушсăрлăх пиççихийĕпе çыхăнман 124 çынна, 201-шне хăвăртлăха палăртнинчен ирттернĕшĕн (пĕлтĕрхи çав тапхăрта - 398), çав шутра çуран çỹрекен 67 çынна çул-йĕр правилисене пăснăшăн, вăхăтра штрафа тỹлеменшĕн - 36 (пĕлтĕр - 28) административлă майпа явап тыттарнă. Çавăнпа пĕрлех 13 водителе административлă майпа арестленĕ. Çул-йĕр правилисене пăснисен шучĕ 1209-па (асăннă тапхăрта пĕлтĕр - 1221) танлашнă.

2015 çулхи 5 уйăхра районти шалти ĕçсен пайĕ йĕркене пăснă граждансене 2212600 тенкĕлĕх штрафланă, 1773700 тенкине шыраса илсе бюджета хывнă.



"Каçал Ен"
17 июня 2015
10:54
Поделиться
;