Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Хуçалăхсем нумай çул ỹсекен курăксене çулма тухнă. Типĕтсе утă хатĕрлеççĕ е сенажа хываççĕ. Выльăх-чĕрлĕх апатне вăхăтра хатĕрлемеллех, хĕл хырăмĕ тутă пулĕ.

Июнĕн 19-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тата колхозсем 2606 тонна утă, 2595 тонна сенаж, 1100 тонна силос хатĕрленĕ. Пурĕ 3432 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăка çулнă.

"Урожай" колхоз нумай çул ỹсекен курăксен 365 гектарне çулнă, 40 тонна утă, 1720 тонна сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. "Дружбăсем" 200 тонна утă хывнă. "Труд" ЯХПКра 350 гектар çулнă, 283 тонна утă хатĕр. "Асаново" ЯХПК выльăх-чĕрлĕх валли 215 тонна утă тунă. "Родина" фермер хуçалăхĕнче 210 тонна, Прокопьевăн фермер хуçалăхĕнче 70 тонна утă хатĕрленĕ. Ку енĕпе çавăн пекех "Рассвет" ЯХПК, "Сюрбеево" ООО аван ĕçлеççĕ.

Нумай çул ỹсекен курăксене вăхăтра çулса, вăхăтра пуçтарса кĕртесчĕ.



"Каçал Ен"
20 июня 2015
10:24
Поделиться
;