Комсомольский муниципальный округ

Вырăнти депутатсене сентябрĕн 13-мĕшĕнче суйлăпăр

Июнĕн 19-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пайĕсене ертсе пыракансем, çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹ-çин пĕрремĕш çумĕ Сергей Артамонов, Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов та хутшăнчĕç. Депутатсем чи малтанах Комсомольски районĕн депутачĕсен Пухăвĕн улттăмĕш созывĕн суйлавне ирттересси çинчен йышăну турĕç. Вăл пĕрлехи суйлав ку-нĕнче, сентябрĕн 13-мĕшĕнче, пулĕ.

Финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов районăн 2015 çулхи бюджетне кĕртекен улшăнусемпе паллаштарчĕ. Тỹрлетỹсем кĕртсен район хысни 38 млн та 59 пин те 171 тенкĕпе пуянланать, çулталăк бюджечĕ 403 млн та 667 пин те 52 тенкĕпе танлашать. Хушма субсидисемпе субвенцисене вĕрентỹ сферине, пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхне, ял территорийĕсене аталантарнă çĕре тăкаклĕç.

Кун йĕркинчи тăватă ыйту район депутачĕсен Пухăвĕ маларах тунă йышăнусене хушăмсемпе тỹрлетỹсем кĕртессипе çыхăннă. Вĕсемпе С.Г.  Ульдина, Н.И. Денисова, И.Х. Миннетуллин сăмах илсе калаçрĕç.

Ларура депутатсем район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р. Афанасьев полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех июнĕн 20-мĕшĕнчен пăрахма - хăй ирĕкĕпе отставкăна кайма ыйтса çырнипе паллашрĕç. Ытти йышăнусене халăх суйланă çынсем çăмăллăн туса пычĕç пулсан, ку пуриншĕн те йывăр килчĕ, çавăнпа виççĕмĕш сасăлавра кăна Михаил Романовичăн ыйтăвне тивĕçтерме йышăнчĕç. Унтан вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне И.Х.Миннетуллина шанчĕç.

Çавăн пекех депутатсем район администрацийĕн пуçлăхне конкурс тăрăх палăртма комисси туса хучĕç. Комисси членĕсен йышне райадминистраци юристне Людмила Митюковăна, "Слава картофелю" агрофирма ертỹçине Хасиятулла Идиатуллина, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхне Геннадий Ефремова тата район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне Агзям Шакирова кĕртме йышăнчĕç. Комиссин тепĕр тăватă членне республика ертỹлĕхĕ палăртать.



"Каçал Ен"
20 июня 2015
10:20
Поделиться
;