Комсомольский муниципальный округ

Лару иртнĕ

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2013 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнчи пастановленийĕпе килĕшỹллĕн Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕпе августăн 15-мĕшĕччен иртет. Çитме йывăр, инçе вырнаçнă ялсенче ăна сентябрĕн 15-мĕшĕпе ноябрĕн 15-мĕшĕччен йĕркелеççĕ.

Раççей Федерацийĕн 2005 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнчи "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен" саккунĕпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн "Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне Чăваш Республикинче ирттересси çинчен" йышăнăвĕпе тата район администрацийĕн пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх çыравне йĕркелесе ирттерме районта ятарлă комисси çирĕплетнĕ.

Асăннă комиссин ларăвĕ пуçласа иртнĕ эрнере иртнĕ. Унта виçĕ ыйту пăхса тухнă. Ларăва район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин ертсе пынă.

 Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне йĕркелесе ирттерес ĕçсем епле пынине Чăвашстат уйрăмĕн районти специалист-эксперчĕ Надежда Александрова каласа панă. Кăçалхи тĕп тĕллев - ял хуçалăх перепиçне хатĕрленме тытăнса ял çыннисене унпа паллаштарасси, перепиç объекчĕсен списокне туса хатĕрлесси. 2015 çулхи сентябрь уйăхĕнче регистраторсем ĕçлеме тытăнаççĕ, вĕсем перепиç объекчĕсен списокне тĕрĕслеççĕ.

Комисси 2015 çулхи ĕç планне палăртса хăварнă. Районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çумĕсен ял хуçалăх перепиçĕн объекчĕсен списокне хатĕрлемелле, ял çыннисене перепиç ирттерессипе паллаштармалла, ăнлантармалла. Çавăн пекех 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен хуçалăх адресĕсене йĕркене кĕртмелле. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пулăшса пыма район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсене явăçтармалла.



"Каçал Ен"
23 июня 2015
09:31
Поделиться
;