Комсомольский муниципальный округ

Рейд иртет

РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 20.25 статйин 1-мĕш пайĕпе административлă штрафа тỹлемен çынсене тупса палăртас, вĕсене явап тыттарас тесе "Должник" рейд иртет. Çавна май июнĕн 28-29-мĕшĕсенче автомашинăсемпе çỹрекенсене тĕрĕслеççĕ. Штрафа вăхăтра тỹлемеллине пурин те шута илмеллех, мĕншĕн тесессĕн вăхăтра тỹлемен штрафăн сумми икĕ хут таран ỹсет е 15 талăка арестлеме тата 50 сехет таран ĕçлеттерме пултараççĕ.

Н.РАЙКОВ,

районти ГИБДД начальникĕ



"Каçал Ен"
27 июня 2015
11:13
Поделиться
;