Комсомольский муниципальный округ

Тăван шкул, ялан асра эс!

 Анлă коридорсем, шавлă класс, çывăх юлташсем, хаклă учительсем. Çулсем иртĕç, эпир çитĕнĕпĕр, анчах та шкул пирĕн асра яланлăхах юлĕ.

Нумаях пулмасть районти вăтам тата тĕп шкулсенче юлашки шăнкăравсем янранăччĕ, учительсем ачасене пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче ăнăçусем суннăччĕ. Анчах та вăхăт хăвăрт шунăçемĕн экзаменсем те хыçа юлчĕç, выпусниксене алла аттестат памалли кун та çитрĕ.

Пĕлтĕр шкул пĕтернисене пуçласа Республика ку-нĕнче чыслани пысăк уяв пулнăччĕ. Акă, кăçал та июнĕн 23-мĕшĕнче 158 ачашăн Выпускниксен парачĕ иртрĕ. Çак савăнăçлă лару-тăрăва вĕрентекенсем, шкул директорĕсем, ашшĕ-амăшĕ пуçтарăнчĕ. Мероприяти ахаль ĕç кунĕнче иртнĕ пулсан та, капăр костюмлă яшсене тата хитре кĕпеллĕ хĕрсене курма район çыннисемпе хăнасем нумайăн килчĕç.

Ачасене, пухăннисене чи малтан Комсомольски район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова саламларĕç, ăнăçу, пысăк çитĕнỹсем сунчĕç.

- Паян эсир шкулпа сывпуллашатăр, кашнине юратса ăс-тăн панă, ырри енне туртăнма, Тăван çĕршыва юратма, темĕн те ăсталама, юрлама, ташлама, пурăнма вĕрентсе çул пилленĕ учительсене тав сăмахĕсем калатăр. Сирĕнте - çĕршыв пуласлăхĕ, умăрта çĕр тĕрлĕ професси пулин те, эпĕ сире чун туртаканнине суйласа илме, тĕллев патне ăнтăлма сунатăп. Уяв ячĕпе саламлатăп сире, выпускниксем! - вĕçлерĕ салам сăмахĕсене Евгений Иванович.

Надежда Александровна та ачасене ыр сунса биографин кашни страницине творчествăллă шыравпа, хавхаланупа тултарма, районпа Раççейшĕн тăрăшуллă ĕçлеме сунчĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура вĕренỹре чи маттуррисене, спортра, обществăлла ĕçре хастаррисене Евгений Ивановичпа Надежда Александровна Хисеп грамоти, Тав хучĕ, ылтăн медаль парса чысларĕç. Кăçал районти 29 вĕренекен ылтăн медале тивĕçрĕ: Борис Андреев, Анна Антонова, Ольга Львова, Инесса Михайлова, Станислав Николаев, Виктория Сизова, Ирина Тимофеева, Димитрий Абржин, Дмитрий Григорьев, Павел Кутаркин, Леонид Мальчиков, Виктория Матвеева, Светлана Петрова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ); Анастасия Бежерова, Ольга Ефремова, Камилла Мавлютова, Анастасия Макарова, Диана Мурзаева (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ); Екатерина Шалканова (Асанкасси вăтам шкулĕ), Алсу Гафурова, Энже Мифтахутдинова, Алина Хуснутдинова (Урмаел вăтам шкулĕ); Анастасия Тимофеева (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), Карина Петрова, Екатерина Тишова (Нĕркеç вăтам шкулĕ), Илнур Кямялтдинов, Алсу Шайдуллина, Юныс Шакиров (Тукай Мишер вăтам шкулĕ).

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Нина Яковлевна Зайцева, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Альфия Шакирзяновна Волкова тухса калаçрĕç, ачасене ăнăçупа телей сунчĕç.

Юлашки шкул вальсĕ, выпускниксен юррисем тата фейерверк уроксем, тăхтавсем вĕçленнин чăн символĕ пулса тăчĕç.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
27 июня 2015
11:15
Поделиться
;