Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

 Хуçалăхсем нумай çул ỹсекен курăксене çулаççĕ, утă хатĕрлеççĕ, сенаж тата силос хываççĕ.

Июнĕн 26-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тата колхозсем 4917 гектар курăка çулнă, 4653 тонна утă, 4546 тонна сенаж, 1100 тонна силос хатĕрленĕ.

"Слава" ЯХПК 400 тонна, "Искра" колхоз 300 тонна, "Трудсем" 487 тонна, "Урожай" колхоз 200 тонна утă тата 1940 тонна сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. "Дружбăсем" 290тонна утă хывнă. "Асаново" ЯХПКра 295 тонна утă хатĕр. "Победа" ЯХПК выльăх-чĕрлĕх валли 60 тонна утă тата 800 тонна сенаж хывнă. "Родина" фермер хуçалăхĕнче 210 тонна, Прокопьевăн фермер хуçалă-хĕнче 280 тонна утă пур та ĕнтĕ. "Рассвет" ЯХПК 117 тонна утă, 912 тонна сенаж хывнă. Ытти хуçалăхсем те уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаççĕ, нумай çул ỹсекен курăксене вăхăтра çулса, çийĕнчех пуçтарса кĕртесчĕ.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,

тĕп агроном



"Каçал Ен"
27 июня 2015
11:10
Поделиться
;