Комсомольский муниципальный округ

Кирлĕ пек упраман

Районти прокуратура Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче наркотиклă хутăшсене, психотроплă япаласемпе вĕсен прекурсорĕсен çаврăнăшĕнчи саккунлăха пăхăнманнине тупса палăртнă. Асăннă вĕренỹ учреждени-йĕнче хими урокĕсенче серăпа тăвар (соляная) кислотисене, калий перманганачĕ тата ытти прекурсорсен йышне кĕнĕ, Раççей Федерацийĕнче усă курма чарнă хими реактивĕсене усă курнă. Асăннă препаратсене кирлĕ пек тĕрĕслемен.

Наркотиклă хутăшсене, психотроплă япаласене усă курни, çапла майпа вĕсен шучĕ чакни çинчен пĕлтерекен журнал та пулман, препаратсене тимĕр сейфра упраман. Йĕркене пăснă тĕслĕхпе район прокуратури представлени кăларнă, должноçри çынна явап тыттарнă.



"Каçал Ен"
01 июля 2015
11:16
Поделиться
;