Комсомольский муниципальный округ

Пирус туртни - сывлăха сиенлени

Наркотиксем çыннăн ăс-тăнне усал витĕм пани ĕлĕкренех паллă. Эпир пурте пуçа минретекен çак япаласем серепене çаклатса тамăкри пек асаплантарнине, виçесĕрлĕхĕ вилĕм патне çул уçнине, ăса хавшатнине, ракпа чирлеттерме пултарнине илтнĕ е вуланă.

Çынсем вара çавах психотроплă япаласемпе хăшĕ ыратнине ирттерме, хăшĕ ыйхă килменрен, хăшĕ яваплă ĕç умĕн кăмăлне çĕклеме, хăшĕ ĕçсĕр аптранăран, хăйне паттăр туйма, пурнăçри йывăрлăхсенчен тарма усă кураççĕ.

Табак, кофе, алкоголь пирĕн обществăра чи нумай усă куракан психотроплă япаласен шутне кĕреççĕ. Табак - пĕр çул ỹсекен ỹсен-тăран. Çак ỹсен-тăран çулçисенче никотин пур. Ăна Европăна 1496 çулта Романо Пано монах Христофор Колумбпа экспедицине кайсан илсе килнĕ.

Табакра çын сывлăхĕшĕн хăрушă никотинпа изопреноид тата наркăмăшлă 30 ытла япала - кăмрăк йỹçĕ газĕ (углекислый газ), углерод окиçĕ (пуçа минретекен сĕрĕм газĕ), аммиак, сухăрлă япаласем тата ытти те пур. Ученăйсем тĕпченĕ тăрăх, 5 сигаретран илнĕ никотин кролика вĕлерме пултарать, 100 - лашана. Çынна вилĕм патне çитерекен доза 0.06 - 0.08 грампа танлашать.

Статистика кăтартăвĕсенчен пирус туртакансем туртманнисенчен чĕре чирĕсемпе 13, хырăмлăх суранланнипе (язва желудка) 10 хут нумайрах чирлени паллă. Ỹпке ракĕпе чирлекенсем хушшинче вĕсен шайĕ 96-100 процентпа танлашать. Кашни çиччĕмĕшĕ юн тымарĕсен чирĕсемпе аптрать. Пирус туртни ăс-тăна вăйсăрлатать, апат çулĕсен чирĕсене аталантарать, организмри С витамина аркатать, пурăнас кунсене 10-15 çул таран чакарать, арçынсене импотенци патне илсе çитерет.

Пирус туртни ачасемпе çамрăксен çитĕнсе çирĕпленсе çитеймен организмне уйрăмах амантса хăварать. Вĕсене çак усал йăлана туртакан çынсем хушшинче пурăнни, тантăшĕсем вĕскĕртни, хăйне мăн çын пек туяс килни, пĕтĕм çĕннине тутанса пăхас тата ашшĕ-амăшĕ, общество çирĕплетнĕ йĕркене хирĕçлес туртăм пулни хăнăхтарать.

Пирус туртакан çын хăйĕн сывлăхне çеç мар, пĕрле пурăнакан, юнашар час-час пулакан çынсенне те сиен кỹрет. Мăшăрсенчен пĕри туртакан çемьесенче чĕре чирĕсемпе чирлесе вилекенсем туртман мăшăрпа пурăнакан çемьепе танлаштарсан 20 процент нумайрах.

Çак цифрăсем пирус туртакан çынсене шухăшлаттарасса шанас килет.

А.САДТАРОВА.



"Каçал Ен"
01 июля 2015
11:11
Поделиться
;