Комсомольский муниципальный округ

Суйлавлă тĕрĕслев

2015 çулхи июль уйăхĕнче Росстат Раççей Федераци Правительствин 2010 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчи 946 номерлĕ "Раççей Федерацийĕнче халăх хушшинчи демографипе социаллă кăткăс ыйтусен, вилеслĕхпе çыхăннă экономикăри çухатусен мониторингĕн, халăх хушшинчи чирлеслĕх тата инвалидлăх шайне тĕпчес тĕрĕслевĕн федераллă статистика системине йĕркелесси çинчен" постановленийĕпе килĕшỹллĕн черетлĕ суйлавлă тĕрĕслев ирттерет. Хальхинче вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕ, халăх ыйтăвĕсемпе нушисене тата ĕçе вырнаçтарассине тивĕçтерекен сферăсенчи пулăшу ĕçĕсен пахалăхне тата вырăнлăхне тĕрĕслĕç.

Ирттермелли тĕрĕслевĕн тĕллевĕ - вĕренỹ тата сывлăх сыхлав, халăх ыйтăвĕсене, нушисене тата ĕçе вырнаçтарассине тивĕçтерекен сферăсен ĕçĕ-хĕлĕн калăпăшĕпе тата пахалăхĕпе халăх кăмăлне тивĕçтернине, çакă çемье аталанăвĕ çине епле витĕм кỹнине тĕрĕслесси.

Çакăн пек тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем çынсен кулленхи пурнăçĕнчи ыйтăвĕсене татса парас енĕпе йĕркелекен наци проекчĕсен эффективлăхне хаклама пулăшĕç.

Суйлавлă тĕрĕслевсем Раççей Федерацийĕн пĕтĕм субъектĕнчи 48 пин хуçалăхра иртĕç. Чăваш Республикинче ăна Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕрпỹ, Етĕрне хулисенчи тата Улатăр, Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрнар, Шупашкар районĕсенчи 500 хуçалăхра йĕркелĕç. Респондентсен ыйтăмне кăçалхи июль уйăхĕнче Чăвашстат ĕçченĕсем сăмах вĕççĕн, хуравсен тĕрĕслĕхне документ тăрăх тĕрĕслемесĕр, ирттерĕç. Интервьюерсем респондентсене патшалăх статистикин Федераллă службин удостоверенине кăтартма тивĕçлĕ.

Тĕрĕслевпе çыхăннă кăсăклантаракан ыйтусене Чăвашстат ĕçченĕсене 8(8352) 39-78-91 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

ЧĂВАШСТАТ



"Каçал Ен"
01 июля 2015
11:33
Поделиться
;