Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче утă, сенаж, силос хатĕрлеççĕ. Июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурĕ 5818 тонна (82 процент) утă, 5792 тонна сенаж (46 процент), 1100 тонна силос хатĕрленĕ, нумай çул ỹсекен курăксен 5277 гектарне çулнă.

Сенаж хатĕрлес ĕçре "Урожай" колхозра тăрăшакансем - чи маттуррисем. Вĕсен 1940 тонна сенаж хатĕр. "Победа" ЯХПК-ра - 1000 тонна, "Востокра" - 1050 тонна, "Рассветра" - 912 тонна, "Дубовка" ООО-ра 640 тонна янтăланă.

"Труд" ЯХПК-ра хĕле валли 740 тонна, "Славăра" - 530 тонна, "Дружбăра" - 500 тонна, "Искра" колхозра 350 тонна утă хатĕрленĕ.



"Каçал Ен"
01 июля 2015
11:19
Поделиться
;