Комсомольский муниципальный округ

Унăн паттăрлăхĕ вилĕмсĕр

Кăçал Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне анлăн паллă турăмăр. Шел пулин те, çак уява çĕнтерĕве туптанă сахал ветеран кĕтсе илме пултарчĕ. Çавна май "Вилĕмсĕр полк" акци йĕркелени пире ыттисем пирки аса илме май пачĕ.

Сăмахран, манăн кукаçи, Михаил Леонтьевич Галкин, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Паттăр салтака Хĕрлĕ Çăлтăр, Аслă Отечественнăй вăрçăн I, II степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă. Вăл 1914 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче Тури Тимĕрчкасси ялĕнче çуралнă. Мĕн ачаранах ашшĕпе пĕрле тырă акнă, вырнă. 1924 çулта ялти шкулта вĕренме тытăннă, 5 çул пĕлỹ пухнă хыççăн вăл ялти хутла пĕлмен çынсене вулама, çырма вĕрентнĕ. Кукаçи "Çĕнтерỹ" колхозăн тăрăшуллă ĕçченĕсенчен пĕри пулнă. Вăл пĕр вăхăт ферма заведующийĕнче, унтан вулав çуртĕнче ĕçленĕ.

1936 çулта Михаил салтак атти тăхăннă. Унтан 1 çул полк шкулĕнче пĕлỹ пухнă, кĕçĕн взвод командирĕ ята илнĕ. 1940 çулта вăл кĕçĕн лейтенантсен курсне пĕтернĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне, июнь уйăхĕнче, кукаçи 282-мĕш автобазăн взвод командирĕ пулнă. Каярах вăл Хĕвеланăç батальонĕн 233-мĕш уйрăмĕн стрелоксен 50-мĕш дивизийĕн рота командирĕн çумĕ пулса çапăçусене хутшăннă. Кукаçи 1941 çулта Мускав çывăхĕнчи Порохово районĕнчи хаяр çапăçусенче йывăр аманнă. Чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн вăл Хĕрлĕ Çар ретне таврăннă. 4001-мĕш çар чаçĕнче, унтан стрелоксен рота командирĕнче службăра пулнă. 1945 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче кукаçи тăван ене таврăннă, Аслă Çĕнтерĕве ялта кĕтсе илнĕ. Ку вăхăтра вăл кино кăтартакансен ертỹçи пулса ĕçленĕ. 1946 çулта Михаил Леонтьевича районти физкультурăпа спорт комитечĕн председательне суйлаççĕ. Тăрăшуллă та пуçаруллă çын "Звезда" колхоз председателĕнче, Анат Тимĕрчкасси ял Совет председателĕнче ĕçленĕ, колхоз бригадирĕ те пулнă. Шел пулин те, йывăр сурансене пула вăл 1987 çулта çĕре кĕнĕ.

Вăрçăран таврăнса кукаçи нумай çĕрте тăрăшнă, хăйĕн хыççăн ырă ят хăварнă. Паянхи кун Галкинсен ăрăвне 6 ачи, 17 мăнукĕ тата вĕсен 24 ачи тăсать. Эпир паттăр кукаçипе, мăнаçлă асаттепе, аслă ăрури паллă, чăн-чăн сумлă çынпа мухтанатпăр. Унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн чĕресенче упранĕ.

Л.ШОРНИКОВА



"Каçал Ен"
01 июля 2015
11:14
Поделиться
;