Комсомольский муниципальный округ

Фестивале хутшăннă

Пĕтĕм Раççейри "Кубанский казачок" фольклор фестиваль-конкурса наци культурин центрĕ 1994 çултанпа йĕркелет. Конкурс учредителĕсем - Раççей Федерацийĕн тата Краснодар тăрăхĕн культура министерствисем, Сочи хулинчи Лазарево район администрацийĕн культура пайĕ тата "Кубанский казачий хор" наукăпа творчество учрежденийĕ.

Фестиваль географийĕ çав тери анлă. Кăçалхи фестивале 500-е яхăн коллектив хутшăннă. Вĕсем Беларуç, Адыгея, Çурçĕр Осети, Тутарстан, Удмурт, Калмăк, Чăваш Республикисенчен тата Раççейĕн ытти регионĕсенчен пуçтарăннă.

Хăнасене Хура тинĕс тăрăхĕнчи Кубань казакĕсен çарĕн Лазарево районĕн казаксен обществин атаманĕпе казакĕсем ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕç.

Фестивале К.С.Мазлумян ячĕллĕ наципе культура центрĕн "Кубанские казаки-черноморцы" казаксен ансамблĕ уçрĕ.

- Эпир пурте тĕрлĕ пулсан та, пĕрле савăнни паха. Пирĕн тăван çĕршыв - Раççей. Ачасем - пирĕн пуласлăх, вĕсене мĕн пĕчĕкрен пурте пĕрле пухăнса савăнмаллине, килĕштерсе пурăнмаллине ăша хывтарса ỹстермелле, - терĕ Кубаньри казаксен хорĕн ертỹçи, жюри председателĕ Виктор Захарченко.

Куракансем халăх юррисене, çулăмлă ташшисене тăвăллăн алă çупса, пĕрле юрласа кĕтсе илчĕç. Хăшĕсем чăтаймасăр артистсемпе пĕрле ташша ячĕç. Фестиваль-конкурс кунĕсемсĕр пуçне ăмăртусемпе, экскурси программисемпе, уявсемпе пуян пулчĕ.

Çак паллă фестивале "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ те хутшăнчĕ. Коллектив пирĕн тăрăхри халăх юррисене юрласа, ташшисене ташласа савăнтарчĕ. Эпир лауреат ятне тата "Фольклор театрĕсем" номинацире кубока тивĕçрĕмĕр. Ытти коллективсемпе тĕл пулни, вĕсен пултарулăхĕпе паллашни темрен те паха. Пирĕн çыхăну ĕмĕрех çирĕп пулĕ.

Вăрăм çула пăхмасăрах фестивале хутшăнма кăмăл тунă артистсене З.Ф.Морозовăна, А.Ф.Морозовăна, В.Н.Хораськинăна, Л.Н.Карзаковăна, З.В.Егоровăна, В.В.Константиновăна, Н.Н.Карпова, Ю.С. Тихонова, В.Н.Григорьева палăртса хăварас килет.

Çавăн пекех фестивале çитсе килме пулăшнăшăн Чăваш Республикин Культура министерствине, уйрăмах Вадим Петрович Ефимова, республикăри Культура керменĕпе Халăх пултарулăх çурчĕн коллективĕсене, район администрацийĕпе "Централизациленĕ клуб системин" дирекцине, Шупашкарти "Энергопром" АХО директорĕпе А.Ф.Ивановпа "Изамбаево" сĕт завочĕн директорне В.С.Агамиряна тав сăмахĕ калатăп.

В.ПАВЛОВ



"Каçал Ен"
08 июля 2015
08:36
Поделиться
;