Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче - хĕрỹ ĕç вăхăчĕ. Хуçалăхсем нумай çул ỹсекен курăксене çулаççĕ, типĕтсе утă хатĕрлеççĕ е сенажа хываççĕ.

Июлĕн 7-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тата колхозсем пурĕ 5535 гектар нумай çул ỹсекен курăк çулнă, 6291 тонна утă (89 процент), 8322 тонна сенаж (66 процент), 1100 тонна силос хатĕрленĕ.

Сенаж хатĕрлес ĕçре "Восток" ЯХПКра тăрăшакансем малта пыраççĕ. Вĕсен 2220 тонна сенаж хатĕр. "Дубовка" ООО-ра - 1100 тонна, "Заряра" - 250 тонна, "Урожайра" - 1940 тонна, "Победа" ЯХПК-ра - 1200 тонна, "Пайгасра" 700 тонна янтăланă.

"Дубовка" ООО хĕле валли 243 тонна, "Заря" - 250 тонна, "Урожай" - 260 тонна, "Победа" - 100 тонна, "Восток" - 200 тонна, "Пайгас" - 80 тонна, Минатуллин фермер хуçалăхĕ - 150 тонна, "Алга" - 250 тонна, "Атласкин" фермер хуçалăхĕ 200 тонна утă хатĕрленĕ.



"Каçал Ен"
08 июля 2015
08:44
Поделиться
;