Комсомольский муниципальный округ

Июлĕн 15-мĕшĕ - Пĕрлехи информаци кунĕ

Юнкун иртекен Пĕрлехи информаци кунĕн темисем:

2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсенче коммуналлă пулăшусен хакĕ улшăнни çинчен;

çынсене пушартан, шыва кĕнĕ чухне инкек курасран сыхламалли мерăсем, пурнăçа тата пурлăха страхламалли сĕнỹсем çинчен.

Çавăн пекех информаци кунĕнче выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес ĕç-хĕл пирки сỹтсе явĕç.

Пирĕн района та çав кун Шупашкартан информушкăн килет. Йышра Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ В.Н.Иванов, "Слава картофелю" ООО директорсен совечĕн председателĕ А.П. Капитонов, "Хыпар" ИÇ директорĕ - тĕп редакторĕ В.В.Туркай тата ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Т.И.Михайлова пулĕç.

Малтанлăха палăртнă тăрăх, информаци ушкăнĕсем Элпуç, Хирти Сĕнтĕр, Кайнлăк, Аслă Çĕрпỹел тата Урмаел ял тăрăхĕсене çитĕç, ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тĕл пулĕç. Çав кунах специалистсем районта пурăнакансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.



"Каçал Ен"
11 июля 2015
10:59
Поделиться
;