Комсомольский муниципальный округ

Пирĕн республика. Тĕп тема. Культура: проектсем тата аталану малашлăхĕ

"Советская Чувашия" хаçатăн, "Чувашия" телерадиокомпанин тата Чăваш Енĕн Наци телевиденийĕн пĕрлехи материалĕнче районсенчи культура çурчĕсен, библиотекăсен, театрсен сцени çинчи улшăнусем пирки çутатнă. Экрансем çине фильм премьери июлĕн 7-мĕшĕнче тухрĕ. Паян вара эпир ун пирки хаçатра çутататпăр. Передачăна Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Çавăнпа та информаци усăллă çеç мар, тĕрĕсси те.

Ĕмĕте пурнăçа кĕртекен çурт

Чăваш патшалăх пуканесен театрне тĕпрен юсаманни 20 çул та иртнĕччĕ. Паян вара вăл илĕртỹллĕ, хăтлă, илемлĕ. Залри креслосем, хăй тĕллĕн çỹрейменнисене куçма май паракан пандуссем, çутă техникин çĕнĕ оборудованийĕ, сцена анлăшĕ куçа курăнатех. Юсав ĕçне çеç 30 миллион тенкĕ янă.

- Инвестицисем каялла таврăнасси куç кĕретех. Чăваш, вырăс халăхĕсен культурине ачасем Интернет урлă çеç мар, сцена ăсталăхĕ витĕр те ăша хывса ỹсмелле, - терĕ Михаил Игнатьев.

Реконструкци вăхăтĕнче те театр алăкĕ хупă тăмарĕ. Раççей тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх артистки Н. Алферова çирĕплетнĕ тăрăх актерсен аллинчи пуканесем ачасен чи лайăх тусĕсем тата канашçисем, ырă сĕнỹ паракансем.

2014 çулта Чăваш Енре культура отрасльне бюджетран 2 миллиард тенкĕ ытла янă.

Театр пуриншĕн те пĕрре

Михаил Игнатьевпа пуçланă калаçу К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче малалла тăсăлчĕ. Кунта ăна Н. Сергеева çамрăк режиссерăн А. Дударев пьеси тăрăх ("Ан хăварсем мана") лартнă спектакль репертуарне чĕннĕччĕ.

Хăтлăхĕ кунта та çителĕклех. Шала кĕме пандус, гардероба анма май пур. Япăх илтекенсем валли те кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă. Фойере - техника хатĕрĕсемпе усă курма, актерсемпе çывăхланма пулăшакан информаци. Ретсен хĕррине сусăрсем коляскăпа спектакль курма вырнаçма пултараççĕ.

Кунта та оборудованине çĕнетнĕ, сценăна модернизациленĕ.

М. Игнатьев СССР халăх артисткипе В. Кузьминапа, Раççей тата Чăваш халăх артисткисемпе Н. Яковлевапа, Н. Григорьевапа ăшшăн калаçать. Культура эткерлĕхне, халăх йăли-йĕркине пуянлатса пырас, наци культурине аталантарас пирки сăмах пырать. Ветерансемпе сцена ăстисем Михаил Игнатьева хăйсем патне тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕç.

Оперăпа балет театрĕ те сăнран улшăнчĕ. Çĕнĕ 900 кресло лартнă, сцена çинче хăватлă икĕ видеопроектор вырнаçтарнă экран пур. Тĕп юсав ĕçĕсем вара Шупашкар 550 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ май пулĕç.

Библиотекăна çỹреме кăмăллă

Паян Чăваш Наци библиотеки - нумай функциллĕ, универсаллă культура учрежденийĕ. Çакна çурт патне пыракан картлашкасемех çирĕплетеççĕ.

Наци библиотекинче икĕ миллиона яхăн кĕнеке, 80 пине яхăн краеведени тата ытти документсем пухнă. Вĕсенчен çурри - чăвашла. Ачасем вулавăшра сайра тĕл пулакан кĕнекесемпе паллашма пултараççĕ, вĕсене мĕнле шута илнине кураççĕ. Залра паллă сăрă ăстисен, ăсчахсемпе писательсен, композиторсен ĕçĕсем.

Библиотека директорĕ Светлана Старикова Михаил Игнатьева библиотека залĕпе тата унăн управĕпе, педагогсемпе ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи занятине ирттермелли пỹлĕмпе паллаштарнă.

- Мĕнле те пулин сĕнỹсем пур-и?- кăсăкланнă Михаил Игнатьев.

Ачапа декретлă отпускра ларакан Анна Скворцова çакнашкал хăтлăха тăвакансене тав сăмахĕ çеç каланă. Пурте кăмăллă, ачасем кунта тỹлевсĕрех çỹреççĕ. Кунти вăйăсемпе пособисене кашни çемье тỹлесе илеймест-çке.

Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин творчестви, Михаил Игнатьев хаклавĕпе, мĕнпур чăвашсем валли Европăна çул уçрĕ. СССР писательсен союзĕн членĕ, ЧПУ профессорĕ, филологи наукисен докторĕ Юрий Артемьев библиотекăна хăй çырнă "Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие" кĕнекине парнеленĕ. Михаил Игнатьев автора пысăк ĕçшĕн тав тунă, Константин Иванов юратнă поэт пулнине, малашне те çавăн пекех юлнине, "Нарспи" поэма унăн ĕç сĕтелĕнчех пулнине пĕлтернĕ.

Кунта ватти те, вĕтти те васкать

Библиотекăсене культура вучахĕ теççĕ. Вĕсем çынсене çутта кăлараççĕ тата ăшăлăх парнелеççĕ. Паяна республикăра 537 библиотека шутланать. Пурне те тенĕ пек çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. 90 процент ытларахăшĕ интернетпа çыхăннă. Раççейре çак кăтарту 27,5 процентпа çеç танлашать.

Библиотекăсем ялсенче уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем нумайрах чухне культура çурчĕсенче вырнаçнă. Юлашки 5 çулта 200 яхăн учрежденине çĕнетнĕ. Çĕрпỹри культура çуртне сăн кĕртме кăна 11 млн тенкĕ тăкакланă.

Культура çуртĕнче пурнăç çăл куç евĕр тапса тăрать. Кунта экскурсисем, куравсем, конкурссем, концертсем йĕркелесех тăраççĕ, спектакльсем те лартаççĕ. Çулсерен 200 ытла массăллă мероприяти иртет. Курав залĕпе сценăна паянхи кунпа килĕшỹллĕн çĕнетнĕ. Нумай пулмасть вара Чăваш Республикин Культура министерстви 400 пин тенкĕ парнеленĕ. Унпа чăваш наци тĕрриллĕ костюмсем çĕлеттернĕ.

Ялти клубсене вăй хума çамрăк специалистсем вырнаçни, ял тăрăхĕсенчи библиотекăсем ăнăçлă ĕçлени, унта çỹрекенсем йышлансах пыни пирки культура çурчĕн директорĕ С.Смирнова хаваслансах пĕлтернĕ.

М.Игнатьев "Советская Чувашя" хаçатăн корреспонденчĕн ыйтăвне хуравланă май Чăваш Енре культура çĕкленнине пĕлтернĕ.

- Литература тата музыка произведенийĕсене çĕннисене нумай çыраççĕ, пултарулăх коллективĕсем çуралаççĕ, искусствăра çĕнĕ ятсем палăраççĕ. Чăваш Ен Раççейре пурăнакан ытти халăх культурипе тата халăхпа пуянланать, çавăн пекех вĕсемшĕн хавхалану çăл куçĕ пулса тăрать, - тенĕ Михаил Васильевич.

"Советская Чувашия"



"Каçал Ен"
11 июля 2015
11:05
Поделиться
;