Комсомольский муниципальный округ

Редакципе халăх хушшинчи элчĕсем

Хаçат-журнал вулама юратакан çемье пулнă пирĕн. Çырăнтару тапхăрĕ çитсен район хаçатĕнчен пуçласа Мускавра тухса тăракан кăларăмсем таранах çырăнатчĕç. Вара "Октябрь ялавĕ", "Пионер сасси", "Коммунизм ялавĕ", "Сельская жизнь" хаçатсем эрнере темиçешер хут, "Тăван Атăл", "Капкăн", "Ялав", "Хатĕр пул", "Крестьянка" журналсем уйăхра пĕрре килетчĕç. Алран алла куçатчĕç вĕсем, пĕрремĕш страницинчен пуçласа юлашки таранах шĕкĕлчесе тухнă. Журналсенче интереслĕ повеç-роман сыпăкĕсем пичетленсен вара кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Пирĕн килте кăна мар, ялта пурăнакан нумай çемьере çаплаччĕ, ачисен вулас туртăмне, тавракурăмне аталантарма тăрăшнă атте-аннемĕрсем. Çавăнпах ялти почтальонăн Елизавета Михайловна Зайцеван сумки нихăçан та пушă е çурма пушă пулнине курман.

Паллах, унтанпа пурнăç чылай улшăнчĕ. Информаци технологийĕсем хăвăрт аталанчĕç, периодика кăларăмĕсен çырăнтару хакĕсем темиçешер хут ỹсрĕç тата ытти те. Çапах халăх хаçат-журнал вулама пăрахнă тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчи тиражпа танлашаймасть пулин те, пурăнаççĕ юратнă кăларăмсем, почтальонсем вулакансем патне çĕнĕ хыпарсем çитереççĕ.

Çулсеренех июлĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче почта çыхăнăвĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Пур тапхăрта та почта ĕçĕ çăмăл пулман. Халĕ те вăл хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть, ял çыннисемшĕн чи кирлĕ çыхăну мелĕ пулса юлать. Хальхи самана таппинче почта çыхăнăвĕнче чи чăтăмлисем кăна ĕçлеççĕ тесе калас килет. Почтальон халăх патне хаçат-журналпа çырусем кăна мар, пенси те вăхăтра çитерсе парать-çке. Ку кăна-и? Ахаль те çăмăл мар сумкине ял çыннисене сĕнме тĕрлĕ тавар тултарса йывăрлатма тивет. Мĕн тăвас тетĕн, ĕç йĕрки çапларах халь. Почтăра тăрăшакансем район çыннисене çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарма васкаççĕ. Çĕнĕ хыпарĕсем вара район тĕкĕрĕнче - "Каçал ен" хаçатра - кун çути кураççĕ. Шăпах ăна анлă сарас тесе тăрăшаççĕ те куллен почтальонсем. Вĕсем ĕçе парăнни куçкĕрет, йывăрлăха çĕнтерсе малаллах утаççĕ.

Паянхи кун район хаçатне халăх патне ытларах çитерекенсене чунтан тав тăватăп. Пурне те, пур çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсене те професси уявĕ ячĕпе саламлатăп. Эсир район çыннисем патне çитерекен хыпарсем яланах ыррисем, лайăххисем пулччăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Кăтартăвăрсем çулран-çул ỹсчĕр, ỹсĕмсен чикки ан пултăр. Малашне те район тĕкĕрне ытларах сарма сирĕн сывлăхăрсем çирĕп пулччăр, редакципе район çыннисем хушшинчи элчĕсем!

Любовь ШУРЯШКИНА



"Каçал Ен"
11 июля 2015
10:53
Поделиться
;