Комсомольский муниципальный округ

Ăмăртура палăрнă

Нумаях пулмасть Вăрнар поселокĕнче республикăри пограничниксен черетлĕ спорт турнирĕ иртрĕ. Ăна кашни çулах Чăваш Республикинчи пограничниксен "Пограничное братство" обществăлла организацийĕ йĕркелет. Унта Чăваш Енри 13 хулапа район командисем килсе çитрĕç.

Асăннă ăмăртăва районти пограничниксен туслă команди те хутшăнчĕ. Волейбол, футбол вăййисенче, кире пуканĕ йăтса тупăшрăмăр. Хĕрỹ ăмăртура чи маттуррисем мала тухрĕç. Комсомольскисем волейболла выляса, автомат салатса пуçтарса, патронсене авăрласа, винтовкăран тĕл персе виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Ăмăртусенче мала тухнисене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Пĕрле тĕл пулса калаçни, çарти вăхăта аса илни, ăмăртусенче вăй виçни пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетет, пурăнма вăй-хал парать.



"Каçал Ен"
15 июля 2015
12:24
Поделиться
;