Комсомольский муниципальный округ

Пĕрремĕш вырăна тухнă

Июль уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче Атăлçи федераци округĕнче мала тухассишĕн çăмăл атлетсен чемпионачĕ иртнĕ. Унта Атăлçи федераци округĕнчи 14 регионти спортсменсем хутшăннă.

Асăннă ăмăртура Тури Тимĕрчкасси хĕрĕ, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн выпускникĕ, Шупашкар хулинчи Олимп резервĕн училищин вĕренекенĕ Катерина Кадыкова палăрнă. Вăл сăнă ывăтса пĕрремĕш вырăна тухнă.

В.ПЛЕШКОВ



"Каçал Ен"
15 июля 2015
12:35
Поделиться
;