Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес ĕç малаллах пырать. Июлĕн 13-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тата колхозсем 6841 тонна (96 процент) утă, 10322 тонна (82 процент) сенаж, 1100 тонна силос хатĕрленĕ.

Утă хатĕрлессипе "Труд" (740 тонна), "Слава" (533 тонна), "Восток" (200 тонна) ЯХПК-сем, "Искра" (380 тонна), "Урожай" (340 тонна) колхозсем, "Сюрбеево" ООО (500 тонна) маттур ĕçлеççĕ. Çавăн пекех "Востокра" - 2420 тонна, "Урожайра" - 1940 тонна, "Победăпа" "Сюрбеево" ООО-ра 1200-шер тонна сенаж хывнă.

Ял хуçалăх кооперативĕсем кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеме те тухнă. Çак ĕçе хальлĕхе 1532 гектар çинче пурнăçланă. Хуçалăхсем нумай çул ỹсекен курăксене çулса пĕтернĕ, тирпейленĕ. Халĕ пĕр çул ỹсекен курăксене çулма пикеннĕ.

Çитес вăхăтра ял ĕçченĕсем вырмана та тухĕç. Çавна май тыр-пул упранакан пỹлмесене тасатмалла, комбайнсене юсаса хире тухма хатĕрлесе çитермелле. Палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçламаллах.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,

тĕп агроном



"Каçал Ен"
15 июля 2015
12:37
Поделиться
;