Комсомольский муниципальный округ

Асанкассисем - спорт тусĕсем

Юлашки вунă çуллăхра физкультурăпа спорт ыйтăвĕсемпе кăсăкланакансен шучĕ ỹснĕçемĕн ỹссе пырать. Паллах, пурте вăйă-ăмăрту çĕнтерỹçисем пулаймăпăр, анчах сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тесен тĕрлĕ хускану туни шăм-шакшăн усăллă пулнине аванах чухлатпăр ĕнтĕ. Ларса-выртса çеç тăнипе, телевизорпа компьютер умĕнче кăна вăхăта нумай ирттернипе мухтанмалли çукрах. Ахальтен-им халăхра ытлашши виçеллĕ çынсем йышланчĕç. Тулли кĕлеткеллĕ пулни нумай-нумай хĕрпе качча, хĕрарăмпа арçынна тарăн шухăша ярса пăшăрхантарать, кулянтарать. Самăрлăха чакарасси, пĕтересси пирки рекламăсем им-çам, эмел, чей тата тем те пĕр сĕнеççĕ. Ман шутпа, çакă вăл - укçа-тенкĕ тумалли май çеç. Кашни çыннăн хăйĕн апатланăвне, хусканăвне, сывлăх шайне сăнасах тăмалла.

Мĕн тĕлĕнмелли пур, тутлă çисе пурăнма хăнăхрăмăр. Ытларах пирĕн сĕтелсем çинче, холодильниксенче лавккаран туяннă хитре чĕркевлĕ апат-çимĕç куçа илĕртет. Уйрăмах çаксемпе вара ача-пăча туслă. Вĕсене хăнăхса кайнă пирки усăллисене - тĕрлĕ пăтта, яшкана, килти аш-какая, сĕт-турăха - тиркеме пикенеççĕ. Кашни ашшĕ-амăшĕнех хăйĕн пепкипе сывлăха упрасси, тĕрĕс апатлану йĕркине тытса пырасси пирки мĕн пĕчĕкрен калаçмалла. Шел пулин те, ача садне тата шкула çỹрекен шăпăрлансем хушшинчех тулли кĕлеткеллисене самаях тĕл пулатпăр. Уйрăмах ку пулăм хулара палăрать. Самăрлăх тĕрлĕ чир-чĕре аталанма çул уçать. Çавăнпа та ача мĕн чухлĕ ытларах уçă сывлăшра çỹрет, вылять е ĕçлет, хăйĕн сывлăхĕшĕн усă тăвать.

2011 çулхи авăнăн пĕрре-мĕшĕнчен пуçласа шкул программинче физкультура урокĕсен шучĕ эрнере виçĕ сехетпе танлашрĕ. Ял ачисемшĕн те спортпа туслашма, ăмăртусене хатĕрленме, çитĕнỹсем тума самаях лайăх условисем пур. ФСК-сен шучĕ ỹсни ахалех мар - халăх унта тулли кăмăлпа çỹрет. Асанкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем "Кĕтнери" бассейнра иртекен ишев урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе куллен çỹрекен те сахал мар.

Ачасене физкультурăпа спорта юратма пирĕн шкулта 33 çул пĕр улшăнмасăр Г.Н.Петухов педагог вĕрентет. Унăн вĕренекенĕсем çăмăл атлетикăпа, волейбол (уйрăмах хĕрачасен команди), футбол, хоккей вăййисемпе питĕ туслă. Геннадий Николаевич ертсе пынипе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çỹрекенсем хăйсен кăтартăвĕсемпе савăнтараççĕ. Район, республика шайĕнчи ăмăртусенче ку енĕпе Рая Школьникова, Люда Суюкова, Владислав Прокопьев питех те пултаруллă та ăста. Настя Андреева, 10-мĕш класс хĕрĕ, кăçал армрестлингпа (ал вăйне виçессипе) Чăваш Республикин чемпионĕ пулса тăни кăмăла çĕклерĕ. Çăмăл атлетикăпа палăрнă Мальвина Карсунова тата Снежана Школьникова иртнĕ çул Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕнине те эпир ỹсĕмсен шутĕнчех тесе шутлатпăр. Районти 12 вăтам шкул командисем çулсерен спортăн 16 тĕсĕпе иртекен спартакиадăна хутшăнса хăйсен вăйне виçеççĕ. 2014-2015 вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсем тăрăх Асанкассисен хăпартланма сăлтавĕ чылай пысăк. Ỹсĕмсене кура ачасен те, учителĕн те кăмăлĕ аванах çĕкленет.

Кăçал Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин апрелĕн 24-мĕшĕнче тухнă 859 №-лĕ хушăвĕпе яллă вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 27 организацин юсав ĕçĕсем тумалли спорт залĕсен списокне çирĕплетрĕ. Пирĕн районтан Асанкасси вăтам тата Хырхĕрри тĕп шкулĕсем çавсен шутне лекме пултарчĕç. Юсав ĕçĕсем тума, спорт хатĕрĕсем вырнаçтарма уйăрнă 1 миллион та 180 пин тенкĕ пире спорт залĕн маччине, стенисене, урайне илемлĕ сăн кĕртме те, çăвăнмалли-хывăнмалли, туалет пỹлĕмĕсене туса çитерме те, чỹрече-алăксене улăштарма та çителĕклĕ пулчĕ.

Паянхи кун Асанкасси вăтам шкулĕн спорт залĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ. Электронлă майпа ирттернĕ аукционра Шупашкарти "ДИС" ООО строительство компанийĕ тендер выляса илни пирĕншĕн начар пулмарĕ, мĕншĕн тесен унăн ертỹçисем те, ĕçченĕсем те питĕ яваплă, тăрăшуллă. Пур ĕçе те контрактра палăртнă вăхăта вĕçлени те çакна кăтартса парать. Асанкассинче çуралса ỹснĕ З.Бахтеровăпа Е.Никифорова штукатур-малярсене (сăнỹкерчĕкре) уйрăмах ырă ятпа палăртас килет. Вĕсем ача чухне хăйсем те спорта юратнă, халĕ те сывă пурнăç йĕркишĕн çине тăраççĕ. Канмалли куна шутламасăр, ĕç кунĕ вĕçленнине пăхмасăр маттур хĕрарăмсем ырми-канми тăрăшрĕç. Вĕсем васкатнине кура ытти ĕçсем те кал-кал пычĕç.

- Хамăр тăван ялта ĕçлеме тỹр килнишĕн эпир питĕ хĕпĕртерĕмĕр, - теççĕ Зоя Николаевнăпа Елена Павловна. - Шкулăн спорт залĕ ачасемшĕн кăна мар, аслисемшĕн те чун илĕртмĕшĕ пултăр. Хĕллехи вăрăм каçсенче ялти хĕрсемпе хĕрарăмсем каçсерен шкула волейболла выляма пуçтарăннине те пĕлетпĕр.

Çавăнпа та эпир туни пурне те килĕшессе шанатпăр. Ĕçĕмĕршĕн хамăр ялсем умĕнче пит хĕретмелле ан пултăрччĕ тесе тăрăшрăмăр.

Асанкассисем чăннипех те ĕçре те, спортра та маттур. Тĕпрен юсаса çĕнетнĕ спортзал алăкĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасемшĕн яри уçăлса кăмăла çĕклĕç, татах та çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантарĕç.

Е.ЯНДРОВА,

директор



"Каçал Ен"
18 июля 2015
09:37
Поделиться
;