Комсомольский муниципальный округ

Конференцире кандидатсене палăртнă

Июлĕн 16-мĕшĕнче Комсомольскинче "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн конференцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Конференцире пĕр мандатлă суйлав округĕсем тăрăх Комсомольски район Пухăвĕн улттăмĕш созывĕн депутачĕсене тата ял поселенийĕсен Пухăвĕсен виççĕмĕш созывĕн депутачĕсене суйлама кандидатсем тăратас ыйтăва пăхса тухнă. Ларăва хутшăннă делегатсем сасăласа парти списокне кĕртмелли кандидатсене палăртнă.

"Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕ хăйĕн ĕçне вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртнĕ хыççăн малалла тăсĕ.



"Каçал Ен"
18 июля 2015
09:27
Поделиться
;