Комсомольский муниципальный округ

Пирвайхисене регистрациленĕ

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче пирĕн районта пурăнакансен сентябрĕн 13-мĕшĕнче пурĕ 146 депутат суйламалли пирки çырнăччĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен 17-шне - район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма, 129-шне - ял поселенийĕсен депутатне. Ĕçе юлашки куна хăварма хăнăхманнисенчен Территориллĕ суйлав комиссийĕ заявленисем йышăнма пикеннĕ те ĕнтĕ. Июлĕн 16-мĕшĕнче вара район депутачĕсен Пухăвне суйланас кăмăллă пирвайхи икĕ кандидата регистрациленĕ. Пĕр мандатлă 6-мĕш суйлав округĕпе регистрациленĕ Николай Алексеевич Михеев 1958 çулта çуралнă, ШĔМ ветеранĕ, кандидатурине хăй сĕннĕ. 1979 çулта кун çути курнă Алексей Васильевич Копташкин та (пĕр мандатлă 8-мĕш суйлав округĕ) кандидатурине хăйех тăратнă, вăхăтлăха ниçта та ĕçлемест.

Пĕр мандатлă суйлав округĕсен списокĕ "Каçал ен" хаçатăн июлĕн 4-мĕшĕнчи 48-мĕш номерте пичетленнĕ.



"Каçал Ен"
18 июля 2015
09:31
Поделиться
;