Комсомольский муниципальный округ

Районта 526 предприниматель шутра

Район администрацийĕн экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулхи июлĕн 1-мĕ-шĕ тĕлне районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 135 субъекчĕ ĕçлет тата 526 уйрăм предприниматель шутра. Пĕчĕк предпринимательлĕхре пĕтĕмпе 1863 çын ĕçлет. 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство представителĕсем 602,8 млн тенкĕлĕх тавар сутнă, тĕрлĕ ĕç тунă, пулăшу кỹнĕ. Ĕçлекенсене кашни уйăхра вăтамран 10860 тенкĕ ĕç укçи тỹленĕ.

Кăçал пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 6 субъектне регистрациленĕ, 3-шне пăрахăçланă.

Регистрациленĕ 6 субъекта патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ, 2500 пин тенкĕлĕх субсиди панă, бизнес-плансем тума пулăшнă.



"Каçал Ен"
18 июля 2015
09:30
Поделиться
;