Комсомольский муниципальный округ

Выльăх-чĕрлĕхрен пысăк тупăш илес тесен

Паянхи куна Комсомольски районĕнчи хуçалăхсенче 50 ферма (выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармалли 118 вите) шутланса тăрать. Вĕсем хушшинче кивĕ, 30 çул ытла усă куракан хуралтă нумай.

Ветеринарипе санитари тĕпчевĕсем палăртнă тăрăх, хĕле валли тислĕкрен тасатман, юсав ĕçĕсене ирттермен витесенче нỹрĕ, сиенлĕ газсем, микробсем, хурт-кăпшанкăсем тата ытти каяшсем пуçтарăнаççĕ. Вĕсем выльăхсене ерекен (туберкулез, бруцеллез, сальмонеллез, пастереллез тата ыт. те) тата ермен (эндометрит, мастит, бронхопневмони тата ыт. те ) чирсен сăлтавĕсем пулса тăраççĕ. Çавăнпа та вите-хуралтăсене выльăхсем çуллахи лагерьсенче, кĕтỹре чухне юсаса тирпейлеме тăрăшмалла.

Выльăх хуралтисене хĕле хатĕрлемелли ĕçсем:

- вите алăкĕсене, тăррине, маччине, стенисене, канализаципе вентиляци каналĕсене, электролинисене, водопровода, тислĕк кăлармалли транспортера тĕрĕслесе юсасси;

- ферма таврашне тирпейлесе тасатасси, выльăхсене хĕллехи вăхăтра уçăлтарма кăлармалли территори картисене юсасси, тикĕс мар вырăнсемпе шăтăксене бульдозерпа хырса е хăйăрпа грави сарса тикĕслесси;

- дезинфекцилесси, дератизацилесси, дезинсекцилесси. Извеçпе шуратни витери нỹрĕк шайне чакарать, таса, çутă сăн кĕртет, пăнтăх кăмписене аталанма памасть, сывлăша уçăлтарать, стенасем çинчи тасамарлăха тĕрĕслемелли хăйне май виçе пулса тăрать.

Витесене хĕле хатĕрлемелли 2014-2015 çулсенчи тапхăрта 124 объектран 105-шĕнче профилактика дезинфекцийĕ ирттернĕ (117039 тăваткал метр), 95-шне извеçпе шуратнă.

Иртнĕ çул ерекен хăрушă чирсене палăртман пулсан та, Комсомольски район территорийĕ шултра мăйракаллă выльăхсем лейкозпа чирлессипе инкеклĕ шутланать. Çавăн пекех РФ ытти регионĕсенчен илсе килекен выльăхсемпе куçма пултаракан ерекен чирсем (туберкулез, бруцеллез, АЧС тата ыт.те) сарăласран та сыхă пулмалла.

Выльăх-чĕрлĕх объекчĕсенче дезинфекци, юсав ĕçĕсене вăхăтра тата кирлĕ шайра ирттерни 2015-2016 çулсенчи хĕллехи тапхăрта паха продукци туса илме май парĕ.

Р.ВЕЛИМУХАМЕТОВ,

райветстанци начальникĕ



"Каçал Ен"
18 июля 2015
09:23
Поделиться
;