Комсомольский муниципальный округ

Ачасене тимлĕ пăхăр

Юлашки вăхăтра пурне те ачасем суранланасси ỹсни пăшăрхантарать. Ытларахăшĕнче ачасен йăлари суранĕсем сисĕнеççĕ: ỹкни, çапăнни, пĕçертни, шĕвĕр тата чикекен япаласемпе аманни, сывлав органĕсене пĕчĕк япала е хăсăк лекни.

Статистика пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшỹллĕн, чылай чухне ачасем аслисен айăпĕпе суранланаççĕ. Пуçтарса хуман хитре этикеткăллă эмелсем ачана сиен кỹме пултараççĕ. Аслăрах ачасем картлашка тата çỹллĕ вырăнтан ỹкнин шучĕ ỹсет.

Чăваш Республикинче 2014 çулта нумай хутлă çуртри хваттерсенчи уçă чỹречесенчен ỹксе 4 ача вилнĕ, 22 ача аманнă. Кăçал та май уйăхĕнче çакăн пекех икĕ пăтăрмах пулнă. Вилнин сăлтавне пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă: 1-5 çулхи ачасем çумри сĕтел-пуканпа усă курса чỹрече янаххисем çине хăпарса москит сетки çине тайăннă та чỹречерен тухса ỹкнĕ. Çак инкексем аслисем вăхăтра пăхманнипе, тимлĕхе çухатнипе, хваттерти сĕтел-пукана тĕрĕс вырнаçтарманнипе, чỹречесем çинче блокировка пулманнипе, шанчăклă тĕрек пек туйăнакан москит сеткисем лартнипе сиксе тухаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ача валли хăрушсăрлăх хутлăх йĕркелемелле.

Тĕслĕхрен, килте сĕтел-пукан тултарса хунă вырăнсене тасатмалла, люстрăсене, кĕнеке полкисене, картинăсене хытармалла, розеткăсем, çулăм патне пыртармалла мар. Ача вылякан площадкăсене тĕрĕслесех тăмалла. Вĕсем кантăксенчен, пăтасенчен тата ытти хăрушă çỹп-çапсенчен таса пулмалла.

Çул çитмен ачасемшĕн пĕвесем те питĕ хăрушă пулма пултараççĕ. ШĔМ сводкисем тăрăх, республикăра 2014 çулта пĕвесенче 8 ача путса вилнĕ, 2015 çулта - пĕр ача. Хĕн курнисем 3-13 çулхи ачасем пулнă. Нумайăшĕнче вĕсем ял-салара пурăннă.

Пăшăрхантаракан çак ыйтусене çул çитмен çамрăксен комиссийĕн канашлăвĕнче сỹтсе явнă. Комисси профилактика субъекчĕсене, Комсомольски районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ачасем суранланасран е вилесрен асăрхаттарас тесе информаци тата профилактика мероприятийĕсем ирттерме сĕннĕ.

Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕн çулçỹрев правилисем çинче те уйрăмах чарăнса тăмалла, мĕншĕн тесен ачасем аслисен тыткаларăшне евĕрлеççĕ.

Çул çинчи транспорт инкекĕсенчен нумайăшĕнче ачасем пассажир пулнине палăртмалла. Ачасене илсе çỹремелли правилăсене пăхăнманшăн административлă яваплăха хытарнипе ашшĕ-амăшĕ ятарлă хатĕрсемпе, хăрушсăрлăх пиççихийĕсемпе усă курма пуçланă. Анчах та нумайăшĕ çак япаласем ачан пурнăçне сыхласа хăварма пултарнине ăнлансах каймасть.

Велосипедсемпе мотоциклсен водителĕсем ачасем пулни те инкек патне çитерет. Çуллахи каникулсенче сиенленнисен шучĕ тата та ỹсет. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ачасене скутерсем, квадроциклсем, мопедсем илсе париччен çулçỹрев правилисене ăнлантарса памалла.

Л.ПУШКИНА



"Каçал Ен"
22 июля 2015
09:32
Поделиться
;