Комсомольский муниципальный округ

Канат туртса - пĕрремĕш

Иртнĕ шăматкун, июлĕн 18-мĕшĕнче, Вăрнар районĕнче тĕрлĕ министерствăсем, хуласемпе районсен администрацийĕсем тата федераци службисем хушшинче Спартакиада иртнĕ.

Спорт уявне пухăннисене саламланă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Спартакиадăна ирттересси йăлана кĕрсе пынине асăннă. Вăл çавăн пекех спорт çынсене ĕçлеме вăй-хăват кỹнине, палăртнă ĕçсене эффективлă пурнăçлама сывлăх панине каланă.

Ăмăртусенче спортсменсем футболла выляссипе, канат туртассипе, велосипедпа тата çуран чупассипе, шывра ишессипе ăмăртнă. Çак кунах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем те футболла вылянă.

Спартакиада спортăн 13 енĕпе иртнĕ. Ăмăртусенче спортсменсене виçĕ ушкăна пайланă: Чăваш Республикин патшалăх влаçĕнче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем тата федерацин ĕç тăвакан влаç тытăмĕсенче вăй хуракан- сем. Канат туртассипе чи маттурри - Комсомольски район команди (О.Абросимов, Ю.Боровков, В.Гордеев, М.Зайнуллин, А.Кузьмин, Н.Карпов) пулнă.

(ХАМĂР ИНФ.)



"Каçал Ен"
22 июля 2015
09:33
Поделиться
;