Комсомольский муниципальный округ

Микроперепись иртет

 2015 çулхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче федераллă статистика тишкерĕвĕ - халăхăн пĕчĕк перепиçĕ - иртет. Ăна çĕршыври халăхăн социаллă тата демографиллĕ актуаллă лару-тăрăвĕ пирки информаци пуçтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Пуçтарнă сведенисем Раççей Федерацийĕн демографи политикин Концепцине 2025 çулччен реализацилессипе ĕçлекен влаç органĕсене информаципе тивĕçтерме кирлĕ пулĕç.

Статистика тишкерĕвĕ Раççей Федераци субъекчĕсен 2,5 миллион çыннине е халăхăн 1,7 процентне пырса тивет.

Чăваш Республикинче микроперепиçе ирттерес тĕллевпе инструкторсен 15 участокне тата 60 шутлав участокĕ йĕркеленĕ. Çавăнпа пĕрлех пирĕн районта та шутлав пĕр участокĕ ĕçлĕ. Вăл Александровка ял тăрăхне шута илĕ.

2015 çулхи октябрĕн 3-31-мĕшĕсенче сведенисене ятарласа вĕрентнĕ удостоверениллĕ переписчик пуçтарĕ. Маларах суйланă çуртсене çитсе переписчик информацие планшетлă компьютер çинчи электронлă листсене тултарĕ.

Халь йĕркелекен перепиçе Раççей гражданствине илнин историйĕ, ăçта пурăнни, мĕнле чĕлхесем пĕлни тата ахаль пурнăçра вĕсене усă курни пирки ыйтусем кĕртнĕ.

Микроперепиç пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăвашстатăн сайтĕнче паллашма пулĕ.

Н.АЛЕКСАНДРОВА,

Чăвашстатăн районти уйрăмĕн эксперт специалисчĕ



"Каçал Ен"
29 июля 2015
14:18
Поделиться
;