Комсомольский муниципальный округ

Паха сĕт хаклăрах

 Июлĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин районти сĕт пуçтаракансемпе канашлу ирттернĕ, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явса уçăмлатнă.

Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна халăхран сĕтĕн 1 литрне вăтамран 12-13 тенкĕпе пуçтараççĕ. Кунсерен 75 тонна сĕт пуçтарса илнинчен 43 процентне халăхран туянаçççĕ, ыттисем - ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчен.

"Искра" колхоз сĕт пахалăхне шута илсе укçа-тенкĕ тỹлессине вăя кĕртнĕ. Александр Зайцев председатель пĕлтернĕ тăрăх, июнь уйăхĕнче Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакансенчен 1 литр сĕте, пахалăхне шута илсе, 11,5-13,5 тенкĕпе туяннă.

Канашлăва пĕтĕмлетсе Алексей Самаркин сĕтĕн пахалăхне тĕпе хума, укçа-тенкине те палăртнă пек тỹлеме сĕннĕ. Çавăнпа та сĕт сутакансен те, туянакансен те пĕр-пĕрин ĕçне хисеплемелле

А.АНТОНОВА



"Каçал Ен"
29 июля 2015
14:21
Поделиться
;