Комсомольский муниципальный округ

Пĕрремĕш вырăна тухнă

Июлĕн 23-мĕшĕнче Шăмăршăра кăнтăр районсенчи пушар чаçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта пурĕ 5 команда хутшăнчĕ: Каçалсем, Патăрьелсем, Шăмăршăсем, Елчĕксем, Тăвайсем.

Пушар ĕçченĕсем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçсе кăткăс лару-тăруран çаврăнса тухма, ĕçе хăвăрт тата лайăх пурнăçлама пултарнине тĕрĕслерĕç. Акă, Александр Прохоров 100 метра чупса финиша пĕрремĕш çитрĕ. Çавăн пекех районти 31-мĕш пушар чаçĕн туслă команди пушар машинине шыв тултарса, вут-кăвара сỹнтермелли рукавсене тăсса, ятарлă мечĕке шыв сирпĕтсе антарса мала тухрĕ. Вĕсем ĕçре те, ăмăртура та вăр-вар та маттур пулнине тĕслĕхпе çирĕплетрĕç. Дмитрий Галкин, Андрей Жуков, Михаил Дряблов, Иван Порфирьев, Герман Крылов, Александр Прохоров, Юрий Иванов ĕçченсем чăннипех те маттур пулчĕç. Вĕсем август уйăхĕн 7-мĕшĕнче районти 31-мĕш пушар чаçĕнче иртекен финал вăййисенче те малта пуласса шанатпăр, ăнăçу сунатпăр.

С.АЛЕКСЕЕВ,

31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
29 июля 2015
14:13
Поделиться
;