Комсомольский муниципальный округ

Моряксен уявĕнче

Çарта пулнă кирек хăш арçын та çав çулсене нихăçан та асран кăлармасть, Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăнисем вара пушшех те. Вĕсен туслăхĕ тинĕс тăварĕпе, йывăрлăха пĕрле чăтса ирттерме хăнăхнипе çирĕпленнĕ.

Июлĕн 26-мĕшĕнче районти моряксем Тинĕс-Çар флочĕн кунне паллă турĕç. Вĕсем район центрĕнчи парк çывăхĕнчи палăк умĕнче йышлăн пуçтарăнчĕç. Асăннă мероприятие "Морское братство" районти уйрăмĕн председателĕн çумĕ Сергей Алексеев уçрĕ. Районти ветерансен совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев Тинĕс-Çар флочĕн тата уяв историйĕпе паллаштарчĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, хастарлăх сунчĕ. Патăрьел районĕнчи "Морское братство" уйрăмĕн председателĕ Анатолий Казенов саламларĕ, медальсем парса чысларĕ. Василий Гаврилова, Герольд Алексеева "Раççей Тинĕс-Çар флочĕн ветеранĕ" медальпе, Владимир Клупанова "Раççей Тинĕс-Çар флотне - 300 çул" паллăпа наградăларĕ. Çавăнпа пĕрлех районти хастар моряксене "Общероссийское движение поддержки флота" юхăм членĕн удостоверенийĕсене пачĕ.

Моряксем тĕрлĕ вăйăсенче вăй виçрĕç, ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Волейболра, канат туртса Çурçĕр тинĕс флотĕнче хĕсметре тăнисем çĕнтерчĕç. Балти флотĕнче службăра пулнисем - иккĕмĕш. Пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе А.Нестерова çитекенни пулмарĕ. В.Шаринкин, Н.Трофимов - иккĕмĕш, А.Димитриев, Ю.Иванов, А.Смирнов - виççĕмĕш вырăнта. Автоматран персе С.Алексеев палăрчĕ. Дартс выляссипе Р.Тимофеевран никам та иртеймерĕ.

Моряксен туслăхĕ çирĕп пулни куç кĕрет. Вĕсем уявра та, спортра та, службăра та маттур пулнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕç.

С.АЛЕКСЕЕВ



"Каçал Ен"
01 августа 2015
10:57
Поделиться
;