Комсомольский муниципальный округ

Нептун килсе савăнтарчĕ

Июлĕн 25-мĕшĕнче, спортпа сывлăх кунĕнче, Комсомольскинчи физкультурăпа спорт комплексĕнче пурте кăмăллакан шыв уявĕ - Нептун кунĕ иртрĕ. Уява таврари ялсенчи ача-пăчапа ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. Программăра нумай юрă-ташă, шывпа çыхăннă тĕрлĕ вăйă тата иксĕлми савăнăç пулчĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшне тинĕспе океансен патши Нептун тата унăн юлташĕ Кикимора кĕтсе илчĕç. Килнĕ хăнасене уйрăмах ачасем кăмăлларĕç. Мĕнле кăна мыскара кăтартмарĕç пулĕ Нептунпа Кикимора. Вĕсем ирттерекен вăйăсем пурне те килĕшрĕç. Ачасем шыва стаканран стакана кашăкпа куçарчĕç, шыва кам инçерех сапма пултарассипе тупăшрĕç, шывпа çĕр çинче тĕрлĕ ỹкерчĕксем хатĕрлерĕç. Юлашкинчен пурте тулли кăмăлпа бассейна çул тытрĕç. Нептунпа Кикимора кунта та халăха нумайччен савăнтарчĕç.

- Нептун кунĕ - йăлана кĕнĕ уяв. Вăл уйрăмах ачасене килĕшет. Ара, çак кун шывпа кăмăл туличченех выляма пулать. Уява ирттерме çавăн чухлĕ çын пуçтарăнни, районти ялсенчен те килме ỹркенменни уйрăмах савăнтарчĕ. Уяв пурне те килĕшрĕ тата кашнин кăмăлне çĕклерĕ пулĕ. Ку вара пирĕншĕн чи пахи, - терĕ уява пĕтĕмлетсе тинĕс патши Нептун.

А.ТРОФИМОВА



"Каçал Ен"
01 августа 2015
12:38
Поделиться
;